"Вирьял шевлисем" ҫӗнӗрен вӑй илсе йыш хушаҫҫӗ

Ҫӗнӗ юхӑм нумай пулмасть куракансене пӗрремӗш концерта йыхравланӑччӗ. Иккӗмӗшӗ Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Хутарта иртрӗ. 

Фестивале Вӑрнар тӑрӑхӗнчи ярмушкасем пуҫланӑ.  Конкурса Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халаллас тенӗ. Ҫӗмӗрле ҫӗрӗ Элӗк, Вӑрнар тӑрӑхӗсенчи пултарулӑх  ушкӑнӗсене кӗтсе илчӗ. Артистсем вырӑс тата чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене шӑрантарчӗҫ, хӑйсен номерӗсене инструментсен вӑййипе пуянлатрӗҫ.

Чӗрӗ сасӑпа юрланине килӗштерекенсем зал тулли пухӑнчӗҫ.  Программӑра 80-мӗш ҫулсенче халӑх кӑмӑлланӑ юрӑсем, хальхи вӑхӑтри юрӑ-кӗвӗ. Чылайӑшне сцена ҫине тухнисемпе курма килнисем пӗрле юрларӗҫ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи "Ангелы рока" ҫамрӑксен эстрада ушкӑнӗ куракансене Виктор Цой хайлавӗсене аса илтерчӗ. Элӗкрен ҫитнӗ "Аса ил" тата "Ҫутӑ ӗмӗт" ансамбльсем ытларах чухне сӑввине те, кӗввине те хӑйсем ҫырса юрлаҫҫӗ. Хутарти "Ритм" ушкӑн "Вирьял шевлисенче" тупнӑ ҫӗнӗ юлташӗсене ӑшшӑн кӗтсе илчӗ. Вӗсене музыка тӗнчинче малалла аталанма туса панӑ майсем ӑмсанмалӑх пур. Хальхи йышши оборудовани паянхи самана таппипе килӗшӳллӗн ӗҫлеме ҫул уҫать.  Хӑтлӑ  культура керменӗнче уяв ирттерме те аван, хӑнасене йышӑнма та кӑмӑллӑ. Ҫакна пухӑннисем пӗр шухӑшлӑн ҫирӗплетрӗҫ. Ҫӗнӗ юхӑмӑн 2-мӗш тӗлпулӑвне хак пама килнисем хушшинче Культура министерствинче, округ администрацийӗнче ӗҫлекенсем, ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ сумлӑ ҫынсем пулчӗҫ. Вӗсем фестивале йӗркелекенсене малалла ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗҫ, тав хучӗсемпе чысларӗҫ.

Алиса Александрова, Николай Семенов