Светлана Романова - темпе те кӑсӑкланакан, ачасене ялан тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑнтарса аталантаракан вӗрентекен. Вӑл Кӗлкеш шкулӗнче сӑнарлӑ ӳнер, технологи, вырӑс чӗлхипе литератури урокӗсене ертсе пырать. Пӗлӳ ҫуртӗнчи Николай Афанасьев музейӗ те ун ҫинчех. Ялта Светлана Васильевна пек педагогсем нумайрах пулсан республика чысне ҫӗршыв шайне ҫӗклекен ачасем те йышлӑланӗччӗҫ. Педагогика ӗҫне 30 ҫул халалланӑ учителӗн вулакансене каласа памалли пуҫтарӑнса ҫитнӗ, шухӑшӗсене вӑл кӗнекелесе кӑларнӑ.
Пӗчӗкрен тӑрӑшулӑхпа уйрӑлса тӑнӑ Светлана Романова амӑшӗн ҫулне суйласа илнӗ, Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнчи ӳнер факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, ҫав аслӑ шкултах аспирантура пӗтерсе диссертаци хӳтӗленӗ. Вӑл - 200 ытла статья авторӗ: вӗрентӳ меслечӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫӗсем тӗрлӗ журналта пичетленнӗ.
Ачасен "Тӑван ен" шырав пӗрлешӗвне 25 ҫул ертсе пыракан Светлана Романова ҫамрӑксене патриотла воспитани парас тесе нумай тӑрӑшать. Хастарскер, волонтёр юхӑмӗнче ҫитӗнӳсем тӑвать, вӑл - пӗтӗм Раҫҫейри патриот форумӗсен ҫум йӗркелӳҫи те.
Кӗнеке хӑтлавне шурӑ ҫӳҫлӗ ветерансем йышлӑн килни Светлана Васильевна халӑхра ӗмӗртен ҫирӗпленнӗ йӑласене тытса пыни ҫинчен калать. Этнопедагогика, Геннадий Волков академик вӗрентӗвӗ уншӑн тӗпре. Ҫаках ӑна тӑван халӑхӑн паха енӗсене асӑрхаса вырӑнти хаҫатра статьясемпе заметкӑсем ҫырма хавхалантарнӑ-тӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн, Раҫҫей Президенчӗн гранчӗсене те тивӗҫнӗ педагога ӗҫтешӗсем тӗслӗх вырӑнне хураҫҫӗ. Республикӑри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пурин сӑмахне те пӗтӗмлетсе маттур вӗрентекене халапри кӗвентеллӗ хӗрпе танлаштарчӗ.
Марина Карягина, Олег Цыпленков