Унӑн сӑввипе кӗвӗленӗ юрӑсем кашни чӑвашӑн чӗрине пыраҫҫӗ

Валентин Урташ - паллӑ ҫыравҫӑ, Шупашкарта унӑн ячӗллӗ урам та пур. Юрра хывӑннӑ хайлавӗсемпе уйрӑмах палӑрнӑ сӑвӑҫ, прозаик, куҫаруҫӑ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа вӑл ҫуралса ӳснӗ ялта, Тутарстанри Раккассинче, асӑну каҫӗ иртрӗ. Унӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем Шупашкарти Литература музейӗнче те пуҫтарӑнчӗҫ. 

Валентин Урташӑн сӑввипе кӗвӗленӗ юрӑсем кашни чӑвашӑн чӗрине пыраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ансатлӑхӗпе, тытӑмӗпе халӑх пултарулӑхне ҫывӑх. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен сусӑрланса таврӑнсан вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ, унтан пӗр хушӑ Хусанта "Хӗрлӗ ялав" хаҫатра, Чӑвашрадиора ӗҫленӗ. Ирӗклӗ чунӗпе уйрӑлса тӑракан Урташа пӗрре курсан манма пулман. Анатолий Князев та амӑшӗн виҫӗ сыпӑкран тӑван тивекен пиччӗшне пӗчӗкрен астӑвать.

Суранӗсем темле сурсан та Валентин Андреевич яланах хаваслӑ курӑннӑ, пуринпе те шӳтлеме сӑлтав тупнӑ. Чӑваш тӗнчинче вӑл ҫуралса ӳснӗ Раккасси таврашӗ "Тӑхӑрьял" ятпа палӑрса тӑрать. Унта ҫуралса ӳснисен никама пӑхӑнман мӑнаҫлӑхӗ, чикӗсӗр пултарулӑхӗ вӑй выляса тӑнӑ-тӑр Урташра.

Урташ ӗҫлесе пурӑннӑ тапхӑр ҫинчен каласа паракансем вӑхӑт уйрӑмлӑхне те палӑртаҫҫӗ. Ҫыравҫӑпа хӑйӗнпе калаҫса курман пулсан та, ун пирки халӑх хушшинче ҫӳренӗ халапсене юратса асилеҫҫӗ, аптраман ӑрӑвӑн ҫирӗплӗхӗ пире те тӗлӗнтерет.

Валентин Урташ сӑввипе 100 ытла юрӑ кӗвӗленӗ. Вӗсем пурте тенӗ пекех халӑхра анлӑ сарӑлнӑ. Асӑну каҫӗнче Галина Пуклакова Чӑваш халӑх артисчӗ юрлани аслӑ ӳсӗмрисене ҫамрӑк вӑхӑта илсе кайрӗ.

Валентин Урташ 1973-мӗш ҫулти ҫуркунне ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. 50 ҫул хушшинче унӑн вилтӑприн тӗлне астӑвакансем те юлман. Ҫыравҫӑсен ушкӑнӗпе тӑванӗсем ҫине тӑрса кивелнӗ палӑка шыраса тупнӑ.

Халӗ Валентин Урташӑн масар ҫинчи палӑкӗпе картине ҫӗнетес тесе ӗҫлӗ ушкӑн йӗркеленӗ. 

Марина Карягина, Алексей Енейкин