Курава автор "Йӑлтах ӗмӗтрен пуҫланать" тесе ят панӑ. Ӗмӗт вара ачалӑхран пуҫланать. Ӳнерҫӗ туслӑ ҫемьере мӗн пӗчӗкрен юратӑва, илеме туйса ҫитӗнни туйӑнать.
Наталия Соловьёва паянхи кун Чӑваш художникӗсен союзӗн ертӳҫи. Раҫҫей дизайнерӗсен союзӗн пайташӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ ҫав вӑхӑтрах ӳнерпе графика факультетӗнче студентсене вӗрентет.
Художник 65 ҫул тултарнине халалланӑ экспозицире - юлашки 10-15 ҫулта ҫырнӑ ӗҫсем. Натюрмортсем уйрӑм ҫутӑпа, ҫепӗҫлӗхпе куҫа туртаҫҫӗ. Портретсем те пур. Ытларах - пейзажсем: ӗҫтешӗсемпе тӑтӑшах пленэра ҫӳресси Наталия Николаевнӑшӑн уйрӑм чун киленӗҫӗ пулас.
Юбилей куравне художника саламлама йышлӑн пуҫтарӑнни ӑна ӗҫтешӗсем те, студентсем те, тус-тӑванӗ те юратса хисепленине ҫирӗплетет. Ырсунӑмлӑ маҫтӑрсем унра ҫӗнӗ енсем уҫӑлас палӑрӑмсене те кураҫҫӗ.
Наталия Соловьёвӑн ӳлӗмхи куравӗсенче апла ҫӗнӗлле ҫырнӑ ӗҫсене те курасчӗ-ха. Ку экспозиципе наци библиотекинче юпа уйӑхӗн 14-мӗшчен паллашма пулать.
Марина Карягина, Виктор Степанов