Уҫӑ тӳпе айӗнчи кинотеатр чылай халӑха кӑсӑклантарнӑ. Куракансем тус-юлташӗсемпе, ҫемйисемпе килнӗ. Пушӑ вырӑн ҫук тесен те юрать. Пӗрисем фильм курма ятарласа килнӗ пулсан, теприсем ӑнсӑртран ӗҫ-пуҫа хутшӑннӑ. Ҫамрӑксен театрӗ умӗнче ҫын йышлӑ пулни илӗртнӗ вӗсене.
Куракансем "Пять сыновей Марии" фильма пахаларӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем ку уйӑхра Аслӑ вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене кӑтартма тӗллев лартнӑ. Ырӑ пуҫарӑва Ҫамрӑксен театрӗнче пӗлтӗрех пуҫарнӑ. 24-мӗш ҫулта вӑл урамра иртекен кино фестивалӗн тӗп лапамӗсенчен пӗри пулнӑ. Мӗншӗн-ха хула ҫыннисене малалла та савӑнтарас мар, тенӗ театрта ӗҫлекенсем.
Сӑмах май, ҫак экрана афиша кӑтартма туяннӑ пулнӑ. Халӗ театрта мӗн пулса иртине ҫеҫ мар, ҫӗнӗ фильмсемпе те паллашмалли майсем пур. Ӑшӑ ҫанталӑкра хула ҫыннисене татах та пухас тӗллевлӗ. Черетлӗ киносеанс пирки Ҫамрӑксен театрӗнче интернетра пӗлтерме шантарчӗҫ. Ӗҫ-пуҫ пӗтӗмпех тӳлевсӗр.
Вероника Павлова, Вадим Владимиров.