Курава тутар юррисен "Ялкын" ансамблӗ уҫрӗ. Икӗ кӳршӗллӗ халӑх ӗмӗр килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Ҫакна "Тутарсем патӗнче хӑнара" ятпа йӗркеленӗ экспозици те ҫирӗплетсе парать. Кунти экспонатсене Елабугӑри патшалӑх музей-заповедникран илсе килнӗ. Залта 270 ытла тӗрлӗ япала вырнаҫтарнӑ.
Уява Елабугӑри патшалӑх музейӗн ертӳҫин ҫумӗ Екатерина Кашапова та килсе ҫитнӗ. Вӑл ку экспозици ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинче 26-мӗш хут иртнине пӗлтерчӗ. Кашнинче ӑна куракансем кӑмӑлласа йышӑннине палӑртрӗ.
Курав тутарсен ӗлӗкхи тата хальхи пурнӑҫӗпе паллаштарать. Кунта халӑх йӑли-йӗркине, культурине, ҫурт-йӗрне, тум-тирӗпе савӑт-сапине, тӗн ӗненӗвне сӑнлакан япаласене курма пулать. Икӗ нацие пӗрлештерекенни те пур. "Тутарсем патӗнче хӑнара" экспозици ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗчченех ӗҫлӗ.
Оксана Верликова, Святослав Петров