Тӗрлӗ регионти чӑваш ҫамрӑкӗсем форума пуҫтарӑнчӗҫ

Аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа кӑҫал 175 ҫул ҫитнине халалласа Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче "Иван Яковлев - ҫамрӑксен чӗринче" регионсем шайӗнчи форум иртрӗ. Кӑҫалхипе ӑна 2-мӗш хут йӗркелерӗҫ. Уява тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан хастар чӑваш ҫамрӑкӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. 

Хӑнасене чӑваш юрри-кӗввипе кӗтсе илчӗҫ. Кунтах Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ документсен тата кӗнекесен куравӗпе паллашма май пулчӗ. Унта просветителӗн тӗрлӗ вӑхӑтри ал ҫырӑвӗсемпе сӑнӳкерчӗкӗсем те пур.

Форума Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен "Хастар" ушкӑнӗнче тӑракан пуҫаруллӑ яш-кӗрӗм тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Унӑн ертӳҫи Алексей Енейкин тӗл пулӑва уҫнӑ май хӑйсем туса ирттернӗ ӗҫсемпе тата тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ. Иван Яковлев чӑваш халӑхне хӑварнӑ халала та аса илчӗҫ. Пуҫтарӑннисем тӑван чӗлхене, унӑн культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ кӑткӑс ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. 

Форума хамӑр республикӑри, ҫавӑн пекех Тутарстан, Пушкӑрт, Пенза тата Самар тӑрӑхӗсенчи чӑваш ҫамрӑкӗсен юхӑмӗсен, наципе культура пӗрлешӗвӗсен хастарӗсем хутшӑнчӗҫ. Видео урлӑ Америкӑри ентешсем те ҫыхӑнӑва тухрӗҫ. 

Пухура чӑваш пурнӑҫӗнчи кӑткӑс ыйтусене ҫӗклесе резолюци йышӑнчӗҫ. Вӑл уйрӑмах Вӗренӳ министерствин ӗҫне тӑванлӑх туйӑмӗпе вӑйлатассипе ҫыхӑннӑ. Ҫак тата ытти ыйтусемпе докладсене тишкерсе кӑҫал "Хастар" ушкӑн кӗнеке те кӑларма палӑртать.

Оксана Верликова, Виктор Степанов