Тӗрлӗ халӑхӑн пӗр нуша

"Атӑл юмахӗсем" фестивальте ялсен пуласлӑхӗ пирки шухӑшлаттаракан спектакль кӑтартрӗҫ.

Сцена ҫинче - Хусанти Габдулла Кариев ячӗллӗ Тутар патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ. Мансур Гилязов пьесипе лартнӑ "Микулай" моноспектакль глобализаци тапхӑрӗнче Раҫҫейри сахал йышлӑ халӑхсене тӳрреммӗн пырса тивекен йывӑр ыйтусене тапратать: наци чӗлхи, культури, авалтан килекен ҫынлӑхлӑ йӑла-йӗрке манӑҫа тухса пыни - пысӑк проблема. Хайлав пушанса юлнӑ крешӗн ялӗнче пурӑнакан пӗртен-пӗр ҫын пурнӑҫӗ ҫинчен каласа парать.

 

Марина Карягина, Николай Семенов