Тӗрӗслев ӗҫне 6 пин ытла ҫын ҫырнӑ

Ҫак эрнере ҫӗршывра Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисен кунне паллӑ турӗҫ. Пирӗн республикӑра та Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнса диктант ҫырчӗҫ. Тӑван чӗлхене юратакансем Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче тӗл пулчӗҫ. 

Диктант ҫырма килнисенчен чылайӑшӗн ҫи-пуҫӗнче чӑваш тӗррине асӑрхама пулчӗ. Акци Шупашкарта кӑна мар, республикӑри 40 ытла лапамра иртрӗ. Пурӗ тӗрӗслев ӗҫне 6 пин ытла ҫын ҫырнӑ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче педагогсем, обществӑлла хастарсем, пуҫарупа кӑсӑкланса килнисем пулчӗҫ. Пӗлӗве тӗрӗслеме Расул Гамзатов поэт хайлавӗсен сыпӑкӗсене авар чӗлхинчен Раҫҫейри халӑхсен 21 чӗлхине куҫарнӑ. 

Диктанта йӑлана кӗнӗ пек паллӑ лартса хакламаҫҫӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ - пӗлӳ шайне тӗрӗслеме май парасси. Диктанта авӑнӑн 8-мӗшӗнче ҫырайманнисен 9-мӗшӗнче инҫет меслетпе хутшӑнма май пулнӑ. 

Алиса Александрова, Антонина Капитонова, Святослав Петров