Тӗп хулари вӗренекен аслисем пулӑшнипе чӑваш эрешлӗ сумкӑсем ӑсталать

Шупашкарти 39-мӗш шкулта вӗренекен Мария Уткина чӑвашлӑха тӗпе хурса сумкӑсем ӑсталать: пусмапа кӑна мар, фанерпа та усӑ курать. Вӗсене ҫамрӑк дизайнер тӗрлӗ майпа эрешлесе илемлетет. 

Паянхи кунпа килӗшӳллӗ сумкӑсене ҫамрӑк дизайнер 2 ҫул ҫӗлет. Кун пек япаласене урӑх ниҫта та тупаймӑн. Чи кӑсӑкли, пусмапа ҫеҫ усӑ курмасть Мария. Чӑваш тӗрри йывӑҫ ҫинче те илемлӗ курӑнать иккен. Тӗслӗхрен, ҫапла майпа ҫак кутамкан хупӑлчине илемлетнӗ. Хӑйнеевӗрлӗ сумкӑсене технологи урокӗсенче ӑсталать маттур хӗр. Ирина Казакова педагогпа наци культурине тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗхсенчен хӑрамаҫҫӗ, хальхи технологисемпе хастар усӑ кураҫҫӗ. 

Мӗн шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме шкул ачи "Кванториум" технопарка ҫырӑннӑ. Кунта лазерпа касма тата эрешлеме тӳлевсӗрех вӗрентеҫҫӗ. Занятисене Ирина Анатольевнӑн мӑшӑрӗ - Алексей Казаков ертсе пырать. Вӑл хаваспах пулӑшма килӗшнӗ. Ҫапла пӗрлехи ӗҫ мӑшӑрсене тата та ҫывӑхлантнӑ. Йывӑҫ пайсем ҫак станок ҫинче "ҫуралаҫҫӗ". Халӗ, тӗслӗхрен, сумкӑн айккине ӑсталаҫҫӗ. 

Ятарлӑ меслет шыраса тупса сумкӑсене ҫӑмӑллӑн уҫӑлмалла тунӑ. Илемлӗ япаласемпе вырӑнти бренд та кӑсӑкланнӑ. Опытлӑ дизайнерсем хӑйсен сӗнӗвӗсене панӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ модельсем ӑсталасса кӗтеҫҫӗ хастар ушкӑнран. Технологи урокӗсенче "ҫуралнӑ" проектӑн малашлӑхӗ пулатех апла. 

Вероника Павлова, Святослав Петров