Тӗнче картти ҫинче Чӑваш халӑхӗ валли те вырӑн пуррине ӗнентернӗ ӳнерҫӗ

Хурлӑхлӑ хыпар. Ӗнер пӗтӗм Чӑваш тӗнчи, ҫӗршывӑн ӳнер ӑстисем Праски Виттине юлашки ҫула ӑсатрӗҫ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ, Вӑрнар ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлӗ авӑн уйӑхӗнче 90 ҫул тултармаллаччӗ. 

Праски Виттин кашни куравне йышлӑ халӑх пуҫтарӑнатчӗ. Юлашки ҫулсенче вернисажсем тӑтӑшах иртрӗҫ. Ватлӑхне, йывӑр чирне парӑнмасӑр куллен ӗҫ сӗтелӗ хушшинче тимлӗн ҫӗнӗ хайлав ҫыракан художник тӑван халӑхран ачалла тӗлӗнсех куҫне хупрӗ. 

Унпа сывпуллашма Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, культура министрӗ Светлана Каликова, ытти нумай сумлӑ ҫын, ӗҫтешӗсем пуҫтарӑннӑ. Ҫитейменнисем тӗрлӗ ҫӗршывпа хуларан пӗрле хурланни ҫинчен пӗлтерсе янӑ телеграммӑсене вуласа пачӗҫ.

Праски Витти, хӑйне пӗччен ӳстерсе ҫын тунӑ Амӑшӗн ятне тӗнче ҫӳллӗш ҫӗклеме пултарнӑ Праски ывӑлӗ. Унӑн мӗнпур ӗҫӗ - чӑнах та, хӑйне ҫуратнӑ чӑваш халӑхӗн авалхи ӑс-тӑнӗнчен, мӑнаҫлӑ илемӗнчен тӗлӗнни. Ӗмӗрсем иртнӗҫемӗн унӑн хӑйне евӗр пуянлӑхӗ хухса, шупкаланса пынине туйса пысӑк маҫтӑр, шухӑшлавҫӑ тӗрлӗ мелпе ӑна вилӗмсӗрлетме тӗллев тытни палӑрчӗ. Чӑваш тумӗн композицийӗ, тӗрӗсен ҫырулӑхӗ, сӑмах хӑвачӗ, юрӑ-сӑвӑ асамӗ тӗлӗнтернипех вӑл вӗсене ӳкерчӗке куҫарчӗ, эмаль меслечӗпе 900 градус вӗрире шӑратса ӗмӗрлӗх хӑварчӗ. Хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ хулара, 1979-мӗш ҫултанпа Венгри, Испани, Германи, Франци, Япони, Инди, Америка, Турци ҫӗрӗнче иртнӗ симпозиумпа куравсене хутшӑнса, Праски Витти малашлӑхӑн тӗнче картти ҫинче Чӑваш халӑхӗ валли те вырӑн пуррине этемлӗхе ӗнентерчӗ.

Нумай енлӗ таланчӗпе пӗтӗм тӗнчене те, ҫав шутра хальхи ҫамрӑксене те ӳнер енне ҫавӑрма пултарнӑ Праски Витти малтан Шупашкарти художество училищинче, унтан Ленинградри Мухина ячӗллӗ аслӑ ӳнер шкулӗнче пӗлӳ илсе тӗрлӗ хулара ӗҫлесе пурӑннӑ. Тӑван ҫӗр туртӑмӗ ҫӗнтернипе 80-мӗш ҫулсенче Шупашкара таврӑнса тӗпленсен студентсене вӗрентнӗ, художниксен союзне ертсе пынӑ. 1993-мӗш ҫулта, чӑваш ӳнерҫисем тепӗр пӗрлӗх чӑмӑртасан, ӑнах председателе суйланӑ. "Пире чӑвашлӑх туйӑмӗ ҫыхӑнтарчӗ", - тет Петӗр Пупин скульптор, йӗркелӳҫисенчен пӗри.

Тӗнче ӳнерӗнче чӑваш сассине ҫирӗплетнӗ Праски Виттин ӗҫӗсем ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чылай галерейӑра, музейра упранаҫҫӗ. Ӑна юлашки ҫула ӑсатма пухӑннисем "Праски Виттин музейӗ те пулмалла" терӗҫ.

Унӑн таса чӗринчен тухакан кашни сӑмахӗ, ӗмӗчӗ, тӗллевӗ тӑван халӑхпа ҫыхӑннӑччӗ. 

"Чӑвашӑмсем, пӗрле пулӑр, ӗҫлӗр, нумай ӗҫлӗр, хамӑра хисеплӗр, юратӑр" - ҫапла пулчӗ унӑн пехилӗ халӑх умне тухса калаҫмассерен.

Марина Карягина, Святослав Петров