"Бичурин тата эпир: ӗмӗрсен калаҫӑвӗ" ят панӑ курава 120 ытла хайлав тӑратнӑ: ҫуллӑ сӑрӑпа ҫырнисем те, графика та, скульптура та пур. Никита Бичурин, тӑван халӑхӗн ятне тӗнчене кӑларнӑ тӗлӗнмелле анлӑ тавракурӑмлӑ, пысӑк ӑс-тӑнлӑ чӑваш ывӑлӗ, 1777-мӗш ҫулта ҫуралнӑ, унӑн килес ҫул паллӑ тӑвас ҫавра ҫулне ентешӗсем халех ҫӗршыв шайӗнче хатӗрленме тытӑнни аван.
Пӗрлехи пысӑк пуҫарӑва, чӑнах та, Китай ҫыннисем те хутшӑннӑ иккен. Пленэрта Питӗрти Репин ячӗллӗ ӳнер академийӗнче вӗренекен китаецсем, пулас художниксем, чӑвашсемпе юнашар Бичурин сӑнарне, вӑл пулнӑ вырӑнсене ӳкернӗ. Иртнӗ ҫулла сӑрӑ ӑстисем Чӑваш Енри Шӗнерпуҫ ялӗнче (вырӑсла Бичурино) ӗҫлесе пурӑннӑ. Унтан вӗсем Питӗр хулине куҫнӑ: Нева хӗрринче аслӑ пӗлӳ илнӗ чӑваш художникӗсенчен чылайӑшӗ, Анатолий Рыбкин пекех, унта юлса тӗпленнӗ-ҫке-ха.
Никита Бичурина шӑпи таҫта та илсе ҫитернӗ. Унӑн кун-ҫулне туллин кӑтартас текен 30 яхӑн художник 250 ҫул иртсен вӑл ӗҫлесе пурӑннӑ вырӑнсен сывлӑшӗпе сывласа пӑхма тӗллев тытнӑ теме пулать.
Вырӑс тӗн миссийӗн ертӳҫи туса Пекина кӑларса янӑ чӑваш ывӑлӗ 13 ҫул унта пурӑнса китайла ирӗклӗн калаҫма, ҫырма вӗренсе ҫитнӗ, вӗсен историпе, географипе, лингвистикӑпа, этикӑпа, философипе, юриспруденципе, астрономипе, медицинӑпа, ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ трактачӗсене куҫарнӑ, китайла-вырӑсла, маньчжурла-вырӑсла словарь хатӗрленӗ, ҫак ӑс-хакӑл мулне темиҫе тӗве ҫине тиесе Раҫҫее таврӑннӑ.
Паллах, пурнӑҫри чӑн хаксем ҫинчен шухӑшласа ӗҫлекен пысӑк художник, Бичурин ҫуралса ӳснӗ ялтан инҫех мар ҫут тӗнчене килсе ҫитӗннӗ Анатолий Рыбкин, ҫак ӗҫе пуҫармасӑр пултарайман.
Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Нарат Чакки ялӗнчи 100 ҫул каялла Анатолий Рыбкинӑн кукашшӗ йӗркеленӗ хор ӗҫне малалла тӑсакан фольклор ансамблӗ те мухтавлӑ ентеше хисеп тума ҫитнӗ. Демидов премине тӑватӑ хут тивӗҫме пултарнӑ ӑсчаха халалланӑ "Бичурин тата эпир: ӗмӗрсен калаҫӑвӗ" курав нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗччен пырать.
Марина Карягина, Денис Афанасьев