Темле йывӑр килсен те ырри усала ҫӗнтеретех

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗнер Вера Кузьминана халалланӑ "Чӗкеҫ" фестиваль уҫӑлчӗ. Чи малтан сцена ҫине хамӑрӑн артистсем Чингиз Айтматовӑн "Материнское поле" ятлӑ повӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ "Хуркайӑк ҫулӗ" моноспектакльпе тухрӗҫ. Паян каҫхине вара Калмӑк Республикинчен килнӗ театр монодрама кӑтартӗ. 

Калмӑксен паллӑ ҫыравҫин Алексей Бадмаевӑн калавӗ тӑрӑх лартнӑ драмӑра - вырӑс хӗрарӑмӗн шӑпи: Барнаулти ятарлӑ комендатурӑра ларакан Алла Фоменко Саратова амӑшне пытарма кайма ирӗк илесшӗн. Ҫав хута кӗтнӗ май ссылкӑна янӑ ҫын арӑмӗн куҫӗ умне пӗтӗм иртнӗ пурнӑҫӗ тухса тӑрать. Калмӑк каччипе вырӑс хӗрарӑмӗ пӗрлешнӗ кӑна - вӑрҫӑ тухнӑ, упӑшки фронта тухса кайнӑ, ашшӗ-амӑшне ытти калмӑксемпе пӗрле ҫӗршывран кӑларса янӑ, арӑмӗ вара хӑй ирӗкӗпе Ҫӗпӗр каттӑркине каять. Кирлӗ хута илес тесен ӑна "калмӑк арӑмӗ" тӑмхаран хӑтӑлса хӗр чухнехи хушаматне илме сӗнеҫҫӗ - Алла юратӑва сутма килӗшмест. Кун-ҫулӗ темле йывӑр килсен те ырри усала ҫӗнтеретех.

Хӑватлӑ хӗрарӑм ҫинчен каласа паракан монодрамӑна паян каҫпа кайса курма май пур, 18 сехет те 30 минутра пуҫланать.

Марина Карягина