Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх уяв куракансем умӗпе утса тухнипе пуҫланать. Ушкӑнӑн-ушкӑнӑн юрӑ шӑрантарса, хаваслӑ тӗл пулӑва хутшӑнма тивӗҫнӗшӗн савӑнса пыраҫҫӗ арҫын ачасемпе хӗрачасем. Тӗрлӗ коллектив, анчах шухӑш-кӑмӑлӗ, тӗллевӗ пурин те пӗр. Несӗлсенчен паянхи кунччен упранса юлнӑ тупрана - юрра-кӗвве, йӑла-йӗркене, тӑван чӗлхене - хисеплесе сума сӑвасси, асра тытасси. "Ровесник" культура ҫурчӗ ҫумӗнчи "Пилеш" ача-пӑча ансамблӗ, сӑмахран, 1964-мӗш ҫулта йӗркеленнӗ. Ансамбле Шупашкар ачисем кӑна мар, ҫывӑхри округсенчен те ҫӳреҫҫӗ. Яна Клюшкова, сӑмахран, Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнчен.
Тӗп сцена умӗнче тӗрлӗ ушкӑн хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Республикӑра уйрӑмах ят-хисеп ҫӗнсе илнисем - "Пилеш", "Сарпике", "Тантӑш" ансамбльсем. Ачасем епле хатӗрленнине, тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхне сумлӑ тӳресем хак пачӗҫ. Расна ушкӑнсене ҫӳрекен, анчах ҫулсерен пӗр пысӑк уявра тӗлпулакан юрӑҫсемпе ташӑҫсене ҫывӑхлатса пӗрлештерекенни - вӑйӑ карти.
Алӑпа ӑсталанӑ капӑрлӑх хатӗрӗсен куравӗсем те пулчӗҫ уявра. Уйрӑмах ачасене чӑваш тумӗн илемӗ кӑсӑклантарать. Лидия Константинова ал ӗҫ ӑсти хӑй те ачасем чӑвашлӑх патне туртӑннине курса хӗпӗртет.
8 лапамра ачасем тӗрлӗ вӑйӑра тупӑшма, пӗр-пӗр ӑсталӑха алла илме пултарчӗҫ. Чӑваш наци кӗрешӗвӗнче вӑй виҫрӗҫ, автансен тупӑшӑвӗнче ӑмӑртрӗҫ, чӑваш тӗррин пӗлтерӗшне уҫӑмлатма тӑрӑшрӗҫ. Акатуй яланхилле хаваслӑ иртрӗ.
Алиса Александрова, Святослав Петров