Театр нумай пулмасть тепӗр ҫӗнӗ постановка сцена ҫине кӑларчӗ. Николай Сидоров пьесипе Валерий Карпов лартнӑ "Шӑпчӑк юрлать Питравччен" камите те куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ.
Камитри ӗҫсем хальхи чӑваш ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Парӑм ӑшӗнчен тухма ал-ура ҫавӑрайман кил хуҫи, Ярмук ятлӑскер, те чунне лӑплантарма, пӗрехмай пулла ҫӳрет, хӑҫан та пулин пысӑк ҫӑрттан тытма ӗмӗтленет. "Ҫӑкӑр илме те укҫи ҫук" ҫемьен кредит татмалла, хӗрӗ пуян арҫынна качча тухасшӑн - лешӗ туй тӑкакӗн ҫуррине унран ыйтать, ывӑлӗ ниҫта та ӗҫлемест. Чӑрмавсен тыткӑнӗнчен нихҫан та хӑтӑлса тухаймассӑн туйӑнать.
Анчах пурнӑҫа пӗлме ҫук: тепӗр чухне никам кӗтмен ҫӗртен ырӑ енне ҫаврӑнса ӳкме те пултарать вӑл. Пӗррехинче Ярмука пулӑ вырӑнне... пысӑк хутаҫ ҫакланать, ӑшӗнче - укҫа: 72 миллион тенкӗ.
Матиҫ - Ярмукӑн хунямӑшӗ, вӑл хыткукартарах пулин те ҫука юлнӑ хӗрӗн ҫемйине мӗнпе те пулин пулӑшасшӑн. Ун рольне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Любовь Федорова вылять. Куракан 54-мӗш ҫул ӗнтӗ вӑл калӑплакан сӑнарсемпе киленессишӗнех театра ҫӳрет.
Ярмук пысӑк укҫа тупнине пӗлсен пӗтӗм тӗнче ҫак пулӑм тавра ҫаврӑнса каять - пурте пая кӗресшӗн: хунямӑшӗ те, йӗрке хуралҫи те, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те. Ку - кашниншӗн хӑйне евӗр тӗрӗслев, пурин сӑн-сӑпатне яр уҫҫӑн кӑтартаканскер. Чухӑн пулӑҫ вара хӑйне пай тивессине пӗлмесӗрех укҫине татӑклӑн патшалӑха парать. Ку кӗтменлӗх лару-тӑрӑва пушшех путишлентерсе ярать. Камитри сӑнарсене ют тупрана хапсӑнни мар, пӗр-пӗрне ӑнланни кӑна телейлӗ пулма май парать.
Спектакль ҫитес вӑхӑтрах тепӗр хут сцена ҫине тухать. Ака уйӑхӗн 5-мӗшпе 18-мӗшӗнче камите курса кӑмӑл туличчен кулма май пур.
Марина Карягина, Сергей Емельянов








