Театр искусстви тата художниксем: вӗсем пӗр-пӗринпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ 

Ҫавӑнпах ӗнтӗ ӳнерҫӗсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн залӗсенче курав уҫма кӑмӑл турӗҫ. Экспозицире - тӗрлӗ жанрлӑ хайлавсем. Праски Виттин ӗҫӗсемпе паллаштаракан "Атӑл кӗтречӗ" проекта уйрӑм пӳлӗме вырнаҫтарнӑ.

Юлашки вӑхӑтра пӗтӗм чӑваш тӗнчи республикӑри пӗрремӗш тӗп театр тавра ҫаврӑннӑн туйӑнать: спектакльсем лӑк тулли залпа иртеҫҫӗ, сцена ҫинче кӑна мар, чаршав хыҫӗнче те тӗрлӗ интереслӗ пулӑм пулса иртет. Ӳнерҫӗсем пӗлтӗр тӗлӗнмелле биеналле ирттерсе кунта куракана пуҫтарнӑччӗ. "Юратнӑ Чӑваш Енӗм" курав та ҫав юхӑма малалла тӑсниех.

"Художниксем артистсен вӑййипе киленсе хавхаланаҫҫӗ, театр ӗҫченӗсем художниксен хайлавӗсене курса ҫӗнӗ вӑй илеҫҫӗ, апла ҫак курав пӗрлехи проектсем ҫуратма та пулӑшӗ-ха", - терӗ культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский. "Пӗрлехи проекчӗ" вара тӳрех пурнӑҫа кӗме пуҫларӗ темелле: Чӑваш халӑх художникӗ Неҫҫе Кули (Николай Енилин) театрӑн чаплӑ артисчӗсен сӑнӗсене пир ҫине куҫарма хирӗҫ маррине пӗлтерчӗ.

Курав пуриншӗн те кӑмӑла ҫӗклекен хӑйне евӗр уяв пулса тӑчӗ. Ҫуллӑ сӑрӑпа ҫырнӑ картинӑсенче те, скульптура кӳлеписенче те, чӑваш тумӗсемпе тӗрӗ-эрешре те эпир хамӑрӑн кулленхи пурнӑҫри хаклӑхсене курса хӑпартланатпӑр. Владислав Зотиков скульпторӑн ӗҫӗсем яланхиллех тарӑн шухӑшлӑ. Акӑ, хӗртсуртпа пӗр чӗлхе тупнӑ кил хуҫи арӑмне сӑнарлакан ӗҫӗ те хӑй енне туртать.

Ҫемье илемӗ, ашшӗпе амӑшӗ тата ачи - ҫак тема ытти ӗҫсенче те мала тухать. Чӗмпӗрте пурӑнакан Елена Уресметова маҫтӑр хӑй хатӗрленӗ тумсене кӑтартма пысӑк йышпа килнӗ. Вӗсем Элтияр Александров юрӑҫ, фольклорист юрри чун-чӗрене ҫупӑрласа янӑранӑ май утса ҫӳрени курав илемне ӳстерчӗ.  

Аслӑ ӑрурисенчен кӗҫӗннисем вӗренсе пыни паха. Кунсӑр пуҫне ҫамрӑк ӳнерҫӗсем традицие никӗсе хурса ҫӗнӗлле курӑмпа тӗлӗнтереҫҫӗ. Акӑ, Юмапа Эрпике Хотиновская "Нарспи" поэма хавхалантарнипе "Ячӗ юлчӗ ял ҫинче" арт объект хатӗрленӗ. "Юма" хушма ят илнӗ хӗр чӑвашла калаҫма вӗренесси, тӑван культурӑпа кӑсӑкланма тытӑнасси шкулта чухнех пуҫланнӑ.

Праски Витти ӗҫӗсем уйрӑм пӳлӗмре. "Атӑл кӗтречӗ" тесе ят панӑ ӳкерчӗксенче - чӑвашӑн пурнӑҫ философийӗ. Ӗмӗрӗпех "Нарспи" хайлавӑн генилӗхӗнчен тӗлӗннӗ художник чун ыратӑвӗпе юратӑвне хывса унти сӑнарсене ӳкернӗ. Валентин Фёдоров куратор та, ытти художниксем те курав пуриншӗн те интереслӗ пулӗ теҫҫӗ. Экспозиципе ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен театра килсе киленме пулать.

Марина Карягина, Виктор Степанов