Искусство каҫне халалланӑ курав музей тулли хӑна пухрӗ. Ӑна уҫма пуҫтарӑннисем тӑван халӑхӑн аваллӑхне уҫӑмлатакан ӗҫсем кураканшӑн яланах кӑсӑклӑ пулнине каларӗҫ. Ку чӑн та ҫапла. Уйрӑмах авалхи ҫар ҫыннисен реконструкцийӗсем куҫсене илӗртрӗҫ. Нумайӑшӗ вӗсене курнипе кӑна ҫырлахмарӗҫ, тытса та пӑхрӗҫ. Ҫак кӗрнеклӗ кӳлепесем камсем-ха вӗсем? Паллах, пирӗн пин-пин ҫулхи несӗлсен историре юлнӑ паллӑ сӑнарӗсем: хунсен ертӳҫи Аттила тата Субарту патшалӑхӗн ҫар ҫынни. Вӗсене Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнакан Геннадий Максимов реконструктор ӑсталанӑ. Экспонатсем Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче ҫӗкленекен "Ҫӗнӗ сувар" туристсен комплексӗн харпӑрлӑхӗ шутланаҫҫӗ.
Ку вӑл Аттилӑна халалланӑ Раҫҫейри пӗрремӗш ҫакӑн евӗр кӳлепе. Кун йышши иккӗмӗш реконструкци Венгри ҫӗршывӗнче упранать. Пин ҫурӑ ҫул каялла Аттила ӗмӗрхи канлӗхне шӑпах унта тупнӑ. Ҫар ҫыннисемпе вӗсен ҫи-пуҫ хатӗрӗсене ӑсталанӑ чух Геннадий Максимов ӗлӗкхи кӗнекесемпе, тӗрлӗ архивра упранакан ҫӑлкуҫсемпе усӑ курнӑ. Унӑн ӑслӑлӑх канашлуҫи вара Владимир Алмантай пулнӑ.
Авалхи несӗлсен пуян культури паян пирӗн янравлӑ чӗлхере, йӑла-йӗркепе ҫи-пуҫ капӑрлӑхӗнче тата ытти тӗрлӗрен эрешсенче упранать. Геннадий Андреевич ал ӗҫ ӑсти пулнӑ май ҫак пуянлӑха тимӗр ҫине те куҫарать. Археологсем тупнӑ хатӗр-хӗтӗрсен копийӗсене авалхи технологисене пӑхӑнса ӑсталать вӑл. Кунтах пирӗн эрӑччен пурӑннӑ малтанхи шумерсен паллисене сӑнлакан плакеткӑсем те пур. Вӗсене маҫтӑр ятарлӑ тӑмран калӑпланӑ. Ҫак ӳкерчӗксен оригиналӗсем тӗнчери чи паллӑ музейсенче упранаҫҫӗ. Ҫак арӑслан та чылай пин ҫул каяллах пирӗн несӗлсен сӑваплӑ палли пулса тӑнӑ.
Аваллӑхпа паллаштаракан курава ҫамрӑксем Пушкин карттипе килсе курма пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музейӗн иккӗмӗш хутӗнче вӑл ҫӗнӗ ҫулчченех ӗҫлет.
Алексей Енейкин








