Тӑван ҫӗршыва юратнин паттӑрла тӗслӗхӗ

Вӗсем иккӗшӗ те тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ. Элӗк тӑрӑхӗнчи Кивуй ялӗнче ашшӗпе ывӑлне - Станиславпа Руслан Владимировсене асӑнса палӑк уҫрӗҫ.

Станислав Владимиров шалти ӗҫсен тытӑмӗнче хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑклах милицие кӗнӗ. ОМОНра спецназовец тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Офицер 16 хутчен Ҫурҫӗр Кавказри хӗрӳ вырӑнсенче пулнӑ. Пӗрле ӗҫленӗ тусӗсемшӗн яланах тӗрӗслӗхе юратакан ҫирӗп те шанчӑклӑ юлташ шутланнӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансанах вӑл хӑй ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ. Малти рете ҫитсе ҫамрӑк салтаксене ҫапӑҫу ӑсталӑхне вӗрентнӗ. 22-мӗш ҫултах ашшӗн тӗслӗхӗпе Руслан Владимиров та хӑй ирӗкӗпе ҫар ретне тӑнӑ. Хӳтӗлев министерствин моторлӑ полкӗнчи ҫыхӑну батальонне лекнӗ вӑл. Шел пулин те, 2023-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче салтак ашшӗ Станислав ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Тепӗр уйӑхранах Руслан та ҫапӑҫура аманнӑ юлташне вилӗмрен ҫӑлса ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ. Руслан Владимирова ҫарти хӑюлӑхшӑн вилнӗ хыҫҫӑн Паттӑрлӑх орденӗпе чыслама йышӑннӑ. Асӑну вырӑнне уҫма пухӑннисем вара Владимировсен тӗслӗхӗ пуриншӗн те тӑван ҫӗршыва юратма хистекен чӑн-чӑн паттӑрлӑх пулӑмӗ тесе палӑртрӗҫ.

Алексей Енейкин