Спектакль лартассин вӑрттӑнлӑхӗсене уҫӑмлатрӗҫ

Шкул театрӗсен "Асам" фестивалӗн 3-мӗш сезонӗ ӗҫлеме тытӑнчӗ. Малтанах сцена ӑстисем педагогсем валли ӑсталӑх урокӗсем ирттерчӗҫ. Эрне тӑршшӗпе театр артисчӗсемпе Культурӑпа ӳнер институчӗн педагогӗсем муниципалитсене тухса ҫӳресе спектакль лартассин вӑрттӑнлӑхӗсене вӗрентрӗҫ. Чӑваш патшалӑх Пукане театрӗнче те усӑллӑ тӗлпулу иртрӗ. 

Шкул театрӗсен 600 ертӳҫи ҫак хушӑра пӗлӗвне анлӑлатнӑ. Уроксем республикӑри театрсенче те иртнӗ. Пукане театрне, сӑмахран, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Шупашкар тӑрӑхӗнчи педагогсем пуҫтарӑнчӗҫ. Актер ӑсталӑхӗн, сцена ҫинчи калаҫу, режиссура хӑйнеевӗрлӗхне пӗлни кашниншӗн усӑллӑ. Паллах, ҫак пӗлӗве малтан аслисем ӑша хывни, унтан шкулти кружока ҫӳрекен ҫамрӑк артистсем патне илсе ҫитерни паха. 

Чӑннипех те пӗлӗве ӑсталӑх урокӗпе ҫирӗплетсе пыни паха. Унсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн студенчӗсем пухӑннисем валли спектакль хатӗрленӗ. Сцена ҫинчен вӗсем пӗрремӗш чӑваш киноактрисин кун-ҫулӗпе паллаштарчӗҫ. 

Кӑҫалхипе фестиваль 3-мӗш хут иртет. Йӑла тӑрӑх, малтанах шкул театрӗсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе муниципалитет шайӗнче, чи пултаруллисем республика тапхӑрӗнче паллаштарӗҫ. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулне халалланӑ. Ҫавӑнпа та ҫамрӑк актерсем тарӑн та йывӑр, ҫав хушӑрах пӗлтерӗшлӗ темӑна хускатӗҫ. Фестивале хутшӑнакансене Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тата регионти хӗрарӑмсен Канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева ӑнӑҫу сунчӗҫ. 

Алиса Александрова, Николай Скворцов