Шупашкарти "Радуга" курав центрӗнче Мария Маревна ӳнерҫӗн пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ

Вӑл Шагал, Модильяни тата Матисс паллӑ художниксене картинӑсем ӳкерме хавхалантарнӑ. Унпа Парижри мӗн пур паллӑ поэтпа ӳнерҫӗ паллашасшӑн пулнӑ.

Аса илӳсенче вӑл Шупашкар ҫывӑхӗнчи пӗр ялта ҫуралнӑ тесе ҫырать. Чӑннипех те вара Мария Воробьева-Стебельская Сӗнтӗрвӑрринче 1892-мӗш ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ. Унӑн ашшӗ вӑрман инспекторӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та хӗрачан ачалӑхӗ вӗҫӗ -хӗррисӗр вӑрман илемӗпе тата йывӑҫ шӑршипе асра юлнӑ. Кайран ҫемье Кавказа куҫнӑ. Унта Мария ӳкерме пуҫланӑ. Шӑпа Европӑна илсе ҫитерсен вара чӑн-чӑн ӳнерҫӗ пулса тӑнӑ. Унтах Максим Горький ҫыравҫӑпа паллашнӑ. Шӑпах паллӑ вырӑс писателӗ ӑна картинӑсене Маревна ятпа алӑ пусма сӗннӗ. 


Надежда Александрова, Наталия Егорова, Михаил Солин