Шупашкарти "Радуга" культурӑпа курав центрӗнче "Ҫӗнтерӳрен Ҫӗнтерӳччен" патриотизм проекчӗ вӑй илнӗ

Вӑл регионти Экономика аталанӑвӗн министерстви тата Президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать. Проект Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, республикӑри 16 округри 54 вӗренӳ учрежденийӗнчи педагогсемпе шкул ачисене пӗрлештернӗ. 

Малтанах проекта тӗп хулари 56-мӗш шкул ачисем хутшӑннӑ. Хальхинче 17-мӗш шкулта вӗренекенсемпе паллашрӑмӑр. Культурӑпа курав центрне килнӗ заявкӑсен шучӗ 5 пинрен те иртнӗ. Проектӑн пӗрремӗш пайӗ - Раҫҫей историйӗнчи паттӑрла ӗҫсемпе паллаштаракан ҫулҫӳрев. 

Фронтра "Зодчий" хушма ятпа ҫӳренӗ ентеш ятарлӑ ҫар операцийӗнче те чун килӗнӗҫӗ пирки манман. Ытларах пӗрле службӑра тӑракан юлташӗсен портречӗсене ӳкернӗ. Вилнӗ хыҫҫӑн Александр Федорова Хӑюлӑх орденӗпе чысланӑ. Экскурси хыҫҫӑн шкул ачисенчен кашни маларах хатӗрленӗ эскизпа е самантрах пуҫра ҫуралнӑ ӳкерчӗкпе футболкӑсем сӑрласа илемлетме пултарать. Пурнӑҫ йывӑҫҫи, хӑмла курланки, ҫут ҫанталӑк. Кашнин ӳкерчӗкӗ хӑйнеевӗрлӗ те кӑсӑклӑ. Футболкӑпа пӗрлех кӗске ҫыру. Темиҫе йӗркере ачасем чи кирлине суннӑ - хастар пулма, хӑйсене упрама тата каялла часрах тӗрӗс-тӗкел таврӑнма. Проект ака уйӑхӗччен пырать. Нарӑс уйӑхӗнче пулакан Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне парнесен пӗр пайне салтаксем патне ӑсатма палӑртнӑ. 

Алиса Александрова, Святослав Петров