"Кӗнеке графики" курав хӑйнеевӗр ӳнерҫӗн студент чухнехи ӗҫӗсемпе паллаштарать. Ун чухне ҫурма тӑлӑххӑн ӳснӗ Виталий Петров амӑшӗ ячӗпе "Праски" хушма ят та илсе ӗлкӗреймен. Ленинградри Вера Мухина ячӗллӗ училищене пӗтерсен ҫамрӑк художник 10 ҫул Пермьри кӗнеке издательствинче тӑрӑшнӑ. Вӑл вӑхӑтри авторсен хайлавӗсене иллюстрацилес ӗҫре Виталий Петрович пысӑк хавхаланупа ҫине тӑрсах вӑй хунӑ.
Куравра паллӑ ӳнерҫӗ хатӗрленӗ 70 линогравюрӑпа паллашма пулать. Вӗсем совет кӗнеке графикине чӑваш курӑмлӑ ӗҫсемпе илемлетнӗ пысӑк пуянлӑх шутланаҫҫӗ. Ҫак ӗҫсем тӑрӑх халӗ Праски Виттин пултарулӑхӗн тепӗр енне пур ҫӗрте те пӗлме пуҫлӗҫ. Линогравюрӑсен куравӗ "Радуга" центрта ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Святослав Петров