Шупашкарти «Мадригал» ушкӑн академи хорӗсен ҫӗршыври конкурсне кайма хатӗрленет

Пултарулӑх тупӑшӑвӗ Мускавра пулать. Раҫҫей музыка культуринче сумлӑ ята тивӗҫнӗ юрӑҫсем ӑсталӑхӗпе тӑтӑшах тӗлӗнтереҫҫӗ. 

Тӑватӑ ҫул каялла "Мадригал" ушкӑн Раҫҫей Федерацийӗн пултарулӑх ҫурчӗ паракан "Халӑх хорӗ" хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Вӑл, паллах, тахҫантанпах - 1980 ҫулта приборсем тӑвакан заводӑн культура керменӗнче чӑмӑртаннӑ. Халӑхра ӑна "Пирогова хорӗ" тесе калаҫҫӗ. Перестройкӑ хыҫҫӑн Культура керменӗнчен суту-илӳ ҫурчӗ туса хунӑ. Хорӑн харсӑр юрӑҫисемпе ертӳҫине - Нина Пирогована Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ киле кӗртнӗ. 

«Халӗ эпир конкурса хатӗрленетпӗр, - тет хор ертӳҫи. - 44 ҫул пӗрле ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн чухлех хора ертсе пыратӑп. Эпир пур те укҫасӑр, никам пулӑшмасӑр ҫак ӗҫе тӑватпӑр. Пирӗн юрӑҫсем хор музыкине питӗ кӑмӑллаҫҫӗ. Паян кунта малтан юрланӑ юрӑҫсен ачисемпе мӑнукӗсем ҫӳреҫҫӗ. Юрӑҫсен йӑхӗсем те пур».

Нина Пирогова - Шупашкарта шкул ачисене музыкӑна вӗрентекен паллӑ учитель, Чӑваш тата Раҫҫей культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. «Мадригал» ятлӑ хорта вӑл ятарласах пултаруллӑ ҫынсене пухнӑ. Тӗп тӗллев - авалхи Европа композиторӗсен хайлавӗсене, чиркӳ юррисене, классика хайлавӗсене янратасси пулнӑ. Каярахпа вӗсем чӑваш композиторӗсен профессиллӗ хайлавӗсене те юрлама тытӑннӑ. Академи жанрӗпе янракан хора сумлӑ та опытлӑ дирижерсем кӑна ертсе пыма пултараҫҫӗ. Нина Пирогова хӑйӗн хисеплӗ ӗҫне ҫур ӗмӗре яхӑн туса пырать. Ушкӑнра ҫемьесемпе хутшӑнакансем те пур.

«Хорта манӑн анне чи малтан юрлаканнисенчен пӗри пулнӑ. Халӗ кунта манпа пӗрле упӑшкапа хӗрӗм те 20 ҫул ытла юрлаҫҫӗ,- тет Светлана Данилова. - Эпир музыкҫӑсем мар, тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хуратпӑр, - малалла сӑмах тытать Андрей Данилов, - эпӗ медицинӑра, арӑмпа хӗр - педагогика университетӗнче».

Хӑйӗн репертуарӗпе "Мадригал" музыкӑна кӑмӑллакансене кӑна мар, профессиллӗ музыкҫӑсене те илӗртет. Чи малтан авалхи хор жанрӗсене аккомпанементсӑр юрланипе, чиркӳ юррисене янратнипе. Ун валли ятарласах хӑйне евӗрлӗ сас кӑлармалла. Тата, чи кӑткӑсси, акапелла тӗслӗхӗ ҫав тери таса юрламасӑр тухмасть. Ӑна валли ӑсталӑхсӑр пуҫне чӑтӑмлӑх кирлӗ. Инга Егорова педагогика университетӗнче вӑй хурать. Хора 3 ҫул каялла концертра юрланине илтсе киленсен хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Халӗ хӑй те сопраносем хушшинче шӑрантарать.

"Юррӑн хӑвачӗ пысӑк" теҫҫӗ халӑхра. "Мадригал" ушкӑнри юрӑҫсемпе пултаруллӑ ертӳҫине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тупӑшусенче ҫӗнтерме ӑнӑҫупа вӑй-хал сунас килет. 

 

Александр Осипов, Николай Семенов