Шупашкарти кондитерсем чӑваш кӗпи евӗр торт хатӗрленӗ 

Наци культури кондитерсене те хавхалантарать. Чӑваш тӗррин кунне халалласа Шупашкарти "Планета" кафере ӗҫлекенсем ҫиме юрӑхлӑ чӑваш кӗпи ӑсталанӑ.

Планета" кондитерскийӗнче ахаль кулинарсем мар, асамҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ тейӗн. Наци костюмне ҫакӑн пек кӑтартни халиччен пулман. Пӗрре пӑхсан вӑл пусма пекех, чӑннипе вара шалта - пыллӑ икерчӗсем, ҫиелтен мастикӑпа витнӗ. Мӗн-пур пайӗ ҫиме юрӑхлӑ, ҫаннине те, аркине те ас тивсе пӑхма пулать. Анчах та ҫак илемлӗхе никам та ҫӗмӗрме хӑяймӗ. Раҫҫей маҫтӑр-кондитерӗ Юрий Сиволоб хӑйӗн ӗҫтешӗсемпе пӗрле ҫак асамлӑ ҫимӗҫе 8 уйӑх ытла хатӗрленӗ. Малтанласа чӑваш тумне тӗрлӗ кӗнекере тӗпченӗ, музейсене кайса ҫӳренӗ. Хӑйсене хавхалантаракан экспоната Чӑваш тӗррин музейӗнче тупнӑ. 

Надежда Александрова, Михаил Солин