Уяв кунӗ Хӗрлӗ Тӳремри тӗп сцена пӗр самант та пушӑ тӑмарӗ - артистсем пӗрин хыҫҫӑн тепри пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Мускавран сумлӑ ушкӑн - Людмила Зыкина ячӗллӗ "Раҫҫей" патшалӑх академи вырӑс халӑх ансамблӗ ҫитнӗ. Вӑл пурте пӗлекен, юратакан юрӑсене шӑрантарчӗ. Пирӗн ентеш Дмитрий Тетель композитор ҫырнӑ увертюрӑна куракан уйрӑмах хапӑлласа йышӑнчӗ. Раҫҫейӗн музыка карттинче Чӑваш Ене шӑпах ҫак хайлав тӑрӑх уйӑрса илме пулӗ. Ӑна валли Дмитрий Тетель чи паллӑ виҫӗ юрра суйласа илнӗ. Малтан "Чӑваш ташши" янӑрать, унтан чӑваш халӑхӗн гимнӗ пулса тӑнӑ "Алран кайми". Совет Союзӗн виҫҫӗмӗш космонавчӗ Андриян Николаев юратнӑ юрӑ "Вӗҫ-вӗҫ, куккук" та кашнин чунне пырса тивет.
Увертюрӑна композитор уйӑха яхӑн хатӗрленӗ. Яваплӑ ӗҫе тытӑниччен вара чӑваш фольклорне, музыка литературине тӗпченӗ. Музыкантсем те хавхалануллӑ кӑмӑл- уйӑмпа репетицисене пуҫӑннӑ. - Кӗвви питӗ илемлӗ, пире килӗшрӗ, - тет ансамбль ертӳҫи Дмитрий Дмитриенко. "Раҫҫейӗн музыка картти" проект валли кашни регион хӑйӗнпе паллаштаракан хайлав хатӗрлет. 4 минутран ытла мар пулмалла вӑл. Карттӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Мускавра "Россия" центрта пахалӗҫ.
Шупашкарти уяв вара Татьяна Куртукова юрӑҫ концерчӗпе вӗҫленчӗ. Чӑваш Енре вӑл пӗрремӗш хут мар. Хӑй вӑхӑтӗнче Татьяна "Миряне" пултарулӑх ушкӑнӗпе пӗрле "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестивале хутшӑннине аса илчӗ. - Республикӑра наци йӑли-йӗркине, культурине упрани, хисеплени курӑнать. Ҫакӑ питӗ паха пулнине палӑртрӗ Татьяна Куртукова. Уяв ячӗпе саламласа куракансене халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юррисене парнелерӗ.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров