Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк мӑшӑр тӑмран тӗрлӗ савӑт-сапа ӑсталать

Чылай ҫул тӗнче касса ҫӳренӗ хыҫҫӑн тӑван ене таврӑнса авалхи ӗҫре чун киленӗҫне тупнӑ. Шупашкарта пурӑнакан Александрпа Александра Ермаковсем тӑмран тӗрлӗрен савӑт-сапа ӑсталаҫҫӗ.

Ермаковсен мастерскойне ура ярса пуссанах темле аваллӑх тӗнчине лекнӗ пек туйӑнать. Йӗри-тавра тӗрлӗ халӑх йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ хатӗрсем, тӑмран тунӑ чӳлмек-кӑкшӑмпа ытти савӑт-сапа куҫ тӗлне пулать. Шӑмӑран ӑсталанӑ япаласем те пур. Ҫак мастерскойа мӑшӑр икӗ ҫул каялла уҫнӑ. Маларах вара Александр ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пулса ытти халӑх йӑлин пуянлӑхне ӑша хывнӑ. - Чӑвашсем вӗсенчен мӗнпе кая-ха,- тесе хӑйӗн тымарӗсене тӗпчеме пуҫланӑ. Мӑшӑрӗпе пӗрле Шупашкарта пултарулӑх лаҫҫи йӗркелесе янӑ. Ӑна тӑван халӑхӑн аваллӑхӗпе ҫыхӑнтарса "Киремет" ят панӑ. 

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин