Трактор завочӗн лаптӑкӗнче йӗркеленӗ хӑйнеевӗрлӗ курава ҫӗршыври 8 округран 150 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсене патриотизм теми пӗрлештерет. Ӗҫсенче тӑван тӑрӑха, ҫӗршыва юратнине сӑнланӑ. "Промтрактор" - йывӑр бульдозер тата пӑрӑх хумалли техника кӑларакан Раҫҫейри пӗртен пӗр завод. Тӗнчипе те чи лайӑх 4 предприяти шутне кӗрет. Шупашкарти машинсемпе тӗрлӗ тытӑмра усӑ кураҫҫӗ. Курав валли ҫак лапама ахальтен мар суйланӑ. Вӑл пултарулӑхпа промышленноҫ тата политика ҫыхӑнӑвне палӑртать.
Ҫӗршыв шайӗнчи "Политзавод" вӗренӳ проекчӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче 4 енпе вӑй илнӗ: суйлав штабӗн технологӗ, политика спикерӗ, обществӑлла проектсен менеджерӗ, политикӑпа ҫыхӑннӑ социаллӑ тытӑм тата дизайн. Проекта хутшӑнма пурӗ ҫӗршывӗпе 15 пин ытла заявка панӑ. Ҫакӑ ҫамрӑксем политикӑпа тата обществӑлла ӗҫпе кӑсӑкланнине ҫирӗплетет. Шупашкарти программӑн тӗп пулӑмӗ - "Единая Россия" партин "Молодая гвардия" юхӑмӑн републикӑри уйрӑмӗпе Раҫҫейри машин тӑвакансен Союзӗн Чӑваш Енри пӗрлӗхӗ килӗшӳ алӑ пусни пулчӗ. Ҫавна май кӑҫал кӗркунне машин тӑвакан тытӑмра тӑрӑшакан ҫамрӑк специалистсем валли пӗтӗм Раҫҫейри форум йӗркелеҫҫӗ.
"Молодая гвардия" юхӑмӑн председателӗ Антон Демидов палӑртнӑ тӑрӑх, ку проект - ҫамрӑксен сасси. Хальхи вӑхӑтра политика пурнӑҫра питӗ анлӑ вырӑн йышӑнать. Ӑна, тӗслӗхрен, тум-тирте те сӑнама пулать. Куравра шӑпах ҫамрӑк дизайнерсен ӗҫӗсене кӑтартрӗҫ. Вӗсене форум темипе хавхаланса тунӑ. Дефилере пирӗн республикӑри брендсем те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнчӗҫ. Уява программинче ҫавӑн пекех трактор-шоу пулчӗ.
Диана Иванова, Светлана Позднякова, Святослав Петров