Шупашкарта музей пуҫарӑвӗсен фестивалӗ иртрӗ

Таса ҫырасси, математика, историпе тӑван ен культурин урокӗсем. Шупашкарта "Музей пуҫарӑвӗсен фестивалӗ" иртрӗ. Чӑваш Енри 15 музей пӗр лапамра ачасем валли шутласа кӑларнӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. 

Чӑваш ҫи-пуҫӗн историйӗ ачасемпе ашшӗ-амӑшне уйрӑмах кӑсӑклантарчӗ, хитре тума тӑхӑнса курас текенсем те йышлӑ пулчӗҫ. Фестивале йӗркелекенсем хӑнасене чӑвашсем ахаль чухне тата уявра мӗнле ҫӳренине каласа кӑтартрӗҫ. Ҫири япала тӑрӑх хуҫи миҫе ҫултине, кам пулнине, хӑш йӑхран тухнине пӗлме пулнӑ. 

Музейсен фестивальне 600 ытла ҫын килсе ҫитнӗ. Вӑл йышра шкул ачисем, учительсем, бульвар тӑрӑх уҫӑлса ҫӳрекен ҫемьесем. Шупашкар тӑрӑхӗнче пурӑнакан Рыбаковсем, сӑмахран, Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗ вырнаҫнӑ лапамра кӑсӑклансах юратакансене телей кӳрекен пуканесем ӑсталарӗҫ. Тетте мӑшӑр пуканерен тӑрать, хӑрах алли - иккӗшне пӗрре. 

Темиҫе сехетре музей ӗҫченӗсем математика, истори, географи, биологи, ӑсталӑх урокӗсем ирттерчӗҫ. Ачасем ӳкерчӗҫ, ал ӗҫӗпе аппаланчӗҫ, тахҫанхи шкулти урокра та ларса курчӗҫ. Йӗркелекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри музейсен ачасем валли хатӗрленӗ чи лайӑх программисемпе пӗр кунта паллашма май килни - сайра пулӑм. 

Алиса Александрова, Елена Михайлова, Виктор Степанов