Атӑл урлӑ хывнӑ туслӑх кӗперӗ иртнӗ ӗмӗртех карӑннӑ. Хӑнана килнӗ сӑвӑҫсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, пирвайхи тӗлпулу каҫӗ 1936-мӗш ҫулта пулса иртнӗ, унта ҫамрӑк Петӗр Хусанкай та хутшӑннӑ. Совет тапхӑрӗнче ҫыравҫӑсем тӑтӑшах пӗр-пӗрин патӗнче литературӑпа культура кунӗсем йӗркеленӗ, пӗр-пӗрин хайлавӗсене куҫарнӑ, вуланӑ, халӑх патне ҫитернӗ. Халӗ ҫак ӗҫ кирлине Раҫҫейри ҫыравҫӑсем ҫӗнӗрен ӑнланса илни сисӗнет.
Хальхи Мари литературипе паллаштарма вырӑсла ҫыракан сӑвӑҫсем килнӗ: Андрей Шурыгин ертсе пыракан ушкӑнра - Алексей Веселов, Александр Тарасов, Галина Чиркова тата Ирина Кузнецова. Хӑнасем Шупашкар илемне, чӑваш тусӗсене халалланӑ тата патриот туйӑмӗсене хӑватлӑн палӑртакан сӑввисене вуларӗҫ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи ҫармӑс ҫыравҫисемпе студент ҫулӗсенчех туслашнӑ. Унтанпа вӑл тӑрӑшнипе те чӑваш сӑвви марилле, вӗсен сӑмахӗ чӑвашла янӑранӑ, кӗнекеленсе тухнӑ.
Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ поэзи каҫне ҫамрӑксем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗсем хушшинче Мари Элтан вӗренме килнӗ яш-кӗрӗм те пур. Кӑҫал ҫӗнӗрен йӗркеленсе кайнӑ туслӑх уявӗ малашне ҫирӗпленӗ кӑна: писательсем ҫак курнӑҫурах пӗр-пӗрин сӑвӑ пуххисене харӑс темиҫе чӗлхепе пичетлесе кӑларма калаҫса татӑлчӗҫ.
Марина Карягина, Игорь Ульянов