Шупашкар уявне халалланӑ пленэр иртрӗ

Ӳнерҫӗсем тӗп хула илемне, хӑйсен юратнӑ вырӑнӗсене сӑнларӗҫ. Пленэра 250 яхӑн сӑрӑ ӑсти хутшӑнчӗ. 

Художниксем 3 кун хулан илемлӗ выранӗсене ӳкерчӗҫ. Вӗсен йышӗнче профессионал ӳнерҫӗсем те, ӳкерме юратакансем те. Ҫавӑн пекех кӑмӑл тӑвакансем пленэра куҫӑмсӑр майпа хутшӑнма пултарнӑ. Вӗсене хӑйсен ӗҫӗсене «Вконтакте» социаллӑ тытӑмри ятарлӑ ушкӑна вырнаҫтарма май туса панӑ. Пултарулӑх ӗҫне хутшӑнакансене Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тата Республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева саламлама ҫитрӗҫ. Пленэра кӑҫалхипе 5-мӗш хут йӗркеленӗ. Ӳнерҫӗсем иртнӗ ҫулсенче ӳкернӗ ӗҫсенчен "Шупашкар - Атӑл ҫинчи ахах пӗрчи" курав хатӗрленӗ. Ӳкерчӗксемпе ҫавӑн пекех ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Пултарулӑх бульварӗнче паллашма пулать.

Алена Артемкина, Анна Филиппова, Вадим Владимиров