Шупашкар районӗнчи "Кӑмӑл" ҫемье ансамблӗ регионсем хушшинчи фестивальтен тӗп парнепе таврӑннӑ

Ушкӑн Мари Республикинче иртнӗ регионсем хушшинчи "Творцы и хранители" 5-мӗш фестивальте пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ. Тӳресем пӗр шухӑшлӑ пулса Дина Кудряшова ертсе пыракан ушкӑна Гран При тата 4 номинацире 1-мӗш вырӑн пама йышӑннӑ. 

Дина Николаевнана ансамбль йӗркелес шухӑш 2011-мӗш ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти конкурсран пысӑк ҫитӗнӳпе таврӑнни хавхалантарнӑ. Ун чухне 33 купӑсҫӑ хушшинче ушкӑн ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. 9 ҫынран тӑракан ҫемье коллективӗ ҫулран-ҫул ӳссе, аталанса пынӑ. Паянхи кун ансамбльте 24-ӑн. Мӑнукӗсем те, хӑти-тӑхлачисем те сцена ҫинче халӗ. Репетицине Шупашкар районӗнчи Ҫӗньяла тӗп хуларан, Канаш, Куславкка тӑрӑхӗсенчен ҫӳреҫҫӗ. Пысӑк ансамбльте кашниех пӗр-пӗр инструментпа калас ӑсталӑха алла илнӗ. Мари республикинче иртнӗ кӑҫалхи конкурса 35 ҫемье ансамблӗ хутшӑннӑ. Пирӗн республикӑран - пӗртен-пӗр ушкӑн. Тӳресен чунне чӑвашсем пур енлӗн тыткӑнлама пултарнӑ. "Пуринчен те пахи - ансамбльти пӗчӗк артистсем - пирӗн мӑнуксем мӗн ачаран халӑх йӑли-йӗркине ӑша хывни, хисеплени", - теҫҫӗ "Кӑмӑл" ушкӑна ҫӳрекенсем.

Алиса Александрова, Димитрий Макаров