Шкулти театрсем - професилле сцена ҫинче

Вӗренекенсен республикӑри "Асам" пултарулӑх фестивалӗ малалла пырать. Тӳресем халӗ район-хула шайӗнчи ҫӗнтерӳҫӗсен ӑсталӑхне хаклаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кӳстӳмӗр шкулӗнчи вӗренекенсем пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Вӗсем "Ҫарӑк" вырӑс халӑх юмахне тӗпе хурса постановка хатӗрленӗ. 

Ачасем хӑнӑхнинчен урӑхларах спектакль хатӗрленӗ. Постановка ячӗ те кӑсӑклӑ - "Ӗҫ - пурнӑҫ тыткӑчи". Пурте пӗлекен "Ҫарӑк" юмахра ҫӗнӗ персонажсем те пур. Сюжет тӑрӑх тӗп сӑнарсене - карчӑкпа старике, вӗсен мӑнукне, йыттипе кушакне - укҫа кӑна интереслентерет. Пӗрисене тутлӑ апат ҫиме, теприсене писев тавраш туянма. Шӑши кӑна ӗҫ пирки шутлать, мӗн те пулин тума тӑрӑшать. Спектакльте чӑваш халӑх сӑмахлӑхне те усӑ курнӑ, юрӑ-ташӑпа илемлетнӗ. 

Сцена ҫинче ачасем хӑйсене хӑюллӑн та ӗнентерӳллӗн тыткаларӗҫ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ унччен те пултарулӑх ӗҫне хастар хутшӑннӑ.

Ҫак постановка "Асам" фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи. Финала тухса юмах кӑтартма ҫамрӑк артистсене профессионалсем пулӑшаҫҫӗ. Фестивальти кашни труппӑна куратор уйӑрса панӑ. Вӑрнарсене Чӑваш драма театрӗн артисчӗ Алексей Герасимов пулӑшса пынӑ. 

"Асам" фестиваль Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева пуҫарнипе ирет. Чӑваш Енри мӗн-пур тӑрӑхри ачасене куракан пек анчах мар, артист пек пулса чи сумлӑ сцена ҫине тухма май парать вӑл. Ҫакӑ вӑсене малашнехи пурнӑҫра та пулӑшса кӑна пырӗ, теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. 

Надежда Александрова, Лидия Галактионова, Святослав Петров