Сергей Павлов паянхи кун республикӑри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи. Чӑваш халӑх писателӗн кун-ҫулӗ ҫинчен кӗскен каласа хӑварас пулсан, Канаш тӑрӑхӗнчи Ушанар ывӑлӗ Шӑхасанта вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче, комсомолӑн Аслӑ шкулӗнчи журналистика уйрӑмӗнче тата обществӑлла наукӑсен академийӗнче пӗлӳ илнӗ. Сӑмах ӑсти, политолог "Ульяновец", "Ҫамрӑк коммунист", "Чӑваш Ен", "Хресчен сасси" хаҫатсенче, "Тӑван Атӑл", "Капкӑн" журналсенче пуҫлӑх пулнӑ. Ӗҫтешӗсем Сергей Павловӑн йӗркелӳҫӗ пултарулӑхне палӑртаҫҫӗ, уйрӑмах вӑл 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Чӑваш телерадиокомпани председателӗ пулнине ырӑпа аса илекен йышлӑ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫемен Элкер, Фаттих Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларса тӑма вӑхӑт тупни пурне те тӗлӗнтерет. Ҫыравҫӑ ҫак пулӑма ҫапла ӑнлантарать.
"Тертпе термен" романа шӑнӑрласа тӑраканни - Шӑпчӑк Эрхипӗн сӑнарӗ, вӑл мӗнле йывӑрлӑхсем витӗр тухса вӑйланса, ҫирӗпленсе пыни. Ӗҫсем 1953-мӗш ҫулччен пулса иртеҫҫӗ.
Ҫыравҫӑн чӗлхи сӑнарлӑ та ҫӑмӑл тесе палӑртрӗҫ вулакансем те, Ольга Иванова-Австрийская редактор та. Кӗнекери пайсене халӑх каларӑшӗсемпе чикӗлесе пыни автор калас тенине тарӑнрах ӑнланма май парать. Василий Кервен ҫыравҫӑ Сергей Павловпа университетра пӗрле вӗреннӗ, ӗҫтешӗн хастарлӑхне ҫамрӑк чухнех асӑрханӑ. Тантӑшсен ҫырас пултарулӑхӗ те яш вӑхӑтрах тӗвӗленнӗ ӗнтӗ.
Марина Карягина, Святослав Петров