Куракан умӗнче ӳнерӗн тӗрлӗ енӗ пӗрлешрӗ. Поэзи те ташӑ, музыка, театр драматургийӗ. Ачалӑхӗ, утӑм хыҫҫӑн утӑм ҫутӑ ӗмӗчӗ патне ҫывхарни, хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмне ташӑра кӑтартни, сцена ӑсталӑхӗнчи ӳсӗмӗсем, пултарулӑх сукмакӗ ҫинче пурнӑҫри юлташне тӗл пулни... Хӑйӗн пултарулӑх ҫул-йӗрӗпе залра пухӑннисене уяв хуҫи сӑвӑласа курӑмлӑн та витӗмлӗн, уҫҫӑн, кӑсӑклӑн паллаштарчӗ. Сцена ҫинче мӗн пулса иртнине залран ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем, пӗлӗш-юлташӗсем сӑнарӗҫ. Кашни хусканӑвӗ, калаҫури кашни сӑмахӗ тарӑн шухӑшлӑ.
Куракансен кӑмӑлне уйрӑмах ҫӗкленӗ парне - Натальяпа Наиль Мингазовсем сцена ҫине пӗрле тухни. Мӑшӑрӑн ташӑри килӗшӳлӗхӗпе куракансем нумай ҫул киленеҫҫӗ. Пултарулӑхри юлташӗсем те уяв сцени ҫине пӗрре мар тухрӗҫ. Наталья Геннадьевнана пултарулӑхри ҫавраҫулпа саламлама Марири ӗҫтешӗсем те килсе ҫитнӗ. Пушкӑртра, Тутарстанра, Чӗмпӗрте, Мускавра тата аякри Испанире спектакле онлайн меслетпе сӑнарӗҫ.
Алиса Александрова, Николай Семенов








