Республикӑри пултаруллӑ ачасем каллех пӗр сцена ҫинче пухӑнӗҫ

Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен "Жемчужинки Чувашии" фестиваль-конкурса хутшӑнас текенсенчен заявкӑсем йышӑнма пуҫлаҫҫӗ. Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗнче юрӑ-ташӑ уявне хатӗрленме пуҫланӑ та ӗнтӗ.

Икӗ ҫул каялла "Жемчужинки Чувашии" конкурс ҫӗнӗрен вӑй илнӗ. Ӑна пӗр вӑхӑт ирттермен пулин те кӑҫалхипе фестиваль 20-мӗш хут пулать. Пӗлтерӗшлӗ ӗҫе Хыркассинчи ӳнер шкулӗ пуҫарнӑ. Хӑйсен ӑсталӑхне кунта туптакансем те фестивале тӑрӑшса хатӗрленеҫҫӗ.
Пӗрисем баян, теприсем гитара калаҫҫӗ. 17 ҫулчченхи ачасем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗ аталантараҫҫӗ. Педагогсем вара вӗсене хавхалантарса тӑраҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансен икӗ номер хатӗрлемелле. Пӗри республикӑра пурӑнакан халӑхсен культурипе ҫыхӑннӑ хайлав, тепри палӑртнӑ композиторсен прозведенийӗ пулмалла. Кӑҫал вара ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ.
Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗн пуҫарӑвне Республикӑри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ ырласа йышӑннӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Маргарита Павлован тата Сергей Бреус усламҫӑн тӳпи те пысӑк. Мускаври Юрий Энтинӑн пултарулӑх центрӗ вара ачасене пысӑк сцена ҫине тухма пулӑшать. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе конкурс ҫӗнтерӳҫисем "Чунга-чанга" фестивале хутшӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Юрий Энтинӑн музыка театрӗнче вӗренееҫҫӗ.
Сцена ҫине тухас текенсенчен заявкӑсене кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшчен йышӑнаҫҫӗ. Ҫурма финал вара ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулӗ.

Диана Иванова, Вадим Владимиров