Республикӑра пӗрремӗш хут Артист кунне уявларӗҫ

Ӑна Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ерӳҫи Владимир Машков сӗннипе актёр ӑсталӑхӗн системине никӗсленӗ Константин Станиславскин ҫуралнӑ кунӗнче паллӑ тума йышӑннӑ.

Театр, филармони, капелла тата юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсене пуҫтарнӑ уяв Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртрӗ.

Пирӗн республикӑра артистсен йышӗ пысӑк. Культура министерстви вӗсен пултарулӑхне туллин те пур енлӗн уҫма майсем туса парать. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн гранчӗ ҫӳллӗ шайри хайлавсем лартма пулӑшать. Юлашки пилӗк ҫула илсен, кашни театр ҫӗршыв шайӗнчи фестивальсене хутшӑнса аталанма тӑрӑшрӗ, кунсӑр пуҫне хамӑр патра та халӑхсем хушшинчи театр фестивалӗсем иртрӗҫ. Паянхи кун залсем лӑк туллине кура, республикӑра артистӑн тӗп тӗллевӗ тивӗҫлӗн пурнӑҫланать темелле.

Артист куракана парнелекен чун хавалӗ чылайччен пурӑнать, тен, хӑшпӗр ҫынна тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшса ӗмӗр тӑршшӗпе ертсе пырать. Пиртен яланлӑха уйрӑлса кайнисем те халӑх асӗнче пурӑнаҫҫӗ. Пухӑннисем вӗсене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Маларах Мухтав аллейине ҫитсе паллӑ артистӑмӑрсен палӑкӗ умӗнче пуҫ тайрӗҫ.

Уявра юлашки тапхӑрта уйрӑмах палӑрнӑ сцена ӑстисем культура министерствин Хисеп хутне, Тав ҫырӑвне тивӗҫ пулчӗҫ. Ҫӗнӗ ӳсӗм тӑвакансем кашни театрпа ансамбльте пур. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 24-мӗш ҫул ӗҫлекен Валерий Карпова "Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн" кӑкӑр ум паллипе чысларӗҫ. Хӑй хатӗрлекен кашни сӑнарӗпе куракана тӗлӗнтерсе савӑнтаракан артист ку сезонта "Нарспи" спектакльти Михетер ролӗнче ҫӗнӗ енчен уҫӑлчӗ. 

"Нарспи" спектакльте тӗп роле выляса тӑван халӑха нумай ҫӗнӗ туйӑм парнеленӗ Антонина Казеевӑна культура министерстви, Екатерина Спиридоновӑпа Григорий Петров ӗҫтешӗсем пекех, Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарчӗ.

Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗн Чӑваш Енри ертӳҫи Сергей Павлов артистӑн йывӑр та сумлӑ профессийӗ пархатарлӑ пулнине палӑртрӗ. Вӑл "Чӑваш Республикин театр ӳнерне аталантарма уйрӑм тӳпе хывнӑшӑн" медальпе Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗсене, Ольга Серёгинӑпа Любовь Фёдоровӑна, чысларӗ. Пӗрлӗхӗн 13 пайташӗ Хисеп хучӗпе Тав ҫырӑвне тивӗҫрӗҫ. Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзне кӗме тивӗҫ пулнӑ 4 ӳнер ӗҫченне удостоверени пачӗҫ. Хавхалантарнине кура, чӑваш сцени ҫине ҫамрӑксем те туртӑнаҫҫӗ.

Юрӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе уяв кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Артист кунне пухӑннисем куракана ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарма хатӗррине пӗлтерчӗҫ.

Марина Карягина, Святослав Петров