Республикӑра "Мӑнкун сӑррисем" конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче паллӑ художниксен ӗҫӗсемпе ҫеҫ мар, ҫамрӑк сӑрӑ ӑстисен пултарулӑхӗпе те паллашма пулать. Унта ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен "Мӑнкун сӑррисем" конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. 

Конкурса пурӗ 3 пине яхӑн ӗҫ ярса панӑ. Тӳресене ҫакӑн чухлӗ ӳкерчӗкрен чи лайӑххисене суйлама ҫӑмӑл пулман. Ҫапах та паллӑ ӳнерҫӗсем мӗне тимлӗх уйӑрмаллине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ача куракан савӑнӑҫа аслисем хут ҫине куҫараймаҫҫӗ, ӑна ача алли ҫеҫ тӑваять. Пӗтӗмлетӳ куравӗ валли 9 ӳкерчӗк суйласа илнӗ. 

Софья Кузьмина ӳкерчӗкӗнче амӑшӗпе хӑйне сӑнланӑ. Хут ҫине хӗр ача мӑнкун уявне хатӗрленнӗ чухнехи кӑмӑл-туйӑмпа ӑшӑлӑха куҫарма пултарнӑ. Тӳресем ӑна виҫҫӗмӗш вырӑн пама йышӑннӑ. Мария Николаева вара ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ. "Ӳкерчӗке мала тухассишӗн мар, чунри туйӑмсене кӑтартассишӗн турӑм", - терӗ вӑл. 

Пултаруллӑ ачасене тупса палӑртма май паракан конкурса иккӗмӗш ҫул Раҫҫей Патшалӑх Думин Депутачӗ Алла Салаеван пуҫарӑвӗпе йӗркелеҫҫӗ. Алла Леонидовна ачасен ӑсталӑхне аталанма майсем туса парасси тӗп тӗллевсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ. 

Оксана Верликова, Дарья Петрова, Игорь Ульянов