Республикара Чӑваш тӗррин кунне паллӑ турӗ

Уява регион ертӳҫин Олег Николаевӑн хушӑвӗпе пӗлтӗр ҫирӗплетнӗ. Ҫакна халалласа республикӑра тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ - флешмобсем, акцисем, куравсем иртрӗҫ. Оперӑпа балет театрне районсемпе хуласенчи чи пултаруллӑ та маттур ал ӑстисем пухӑнчӗҫ.

Чӑваш халӑхӗшӗн тӗрӗ - хӑйнееверлӗ мӑнаҫлӑх палли. Эрешсем кӗнеке пекех вуланаҫҫӗ. Пӗлтӗр республикӑри ал ӗҫ ӑстисем чӑваш сурпанне тӗрлерӗҫ. Кӑҫал та маҫтӑрсем хӑйнеевӗрлӗ парне хатӗрлерӗҫ - Чӑваш Ен карттине пир ҫине куҫарчӗҫ. Ҫак ӗҫе халӑх йӑли-йӗркине тӗпе хурса тунӑ. Акци Республика кунӗ пуҫланса 155 куна яхӑн пынӑ. Унта 31 маҫтӑра явӑҫтарнӑ. Тӗрленӗ карттӑна 21 пир татӑкӗнчен пуҫтарнӑ. Вӗсенчен кашни районти паллӑ вырӑнсене сӑнарлать. Пир татӑкӗсене "Паха тӗрӗ" фабрикӑра ӗҫлекенсем пӗрлештернӗ. Наци ӗҫӗсен федераци агентстви ҫак акцие пысӑк хак панӑ. Ведомство ертӳҫи Игорь Баринов проекта малалла тӑсасси пирки пӗлтернӗ. Ҫитес ҫул вӑл Раҫҫей шайӗнче иртӗ. 

Елена Дмитриева, Димитрий Макаров