Республика нумай нациллӗ те туслӑ регион пулнине ҫирӗплетсе

Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче уяв анлӑ иртрӗ. Унта наци культурисен фестивалӗ кӗрлерӗ. Тӗрлӗ халӑха пӗрлештерекен ӗҫ-пуҫа 500 яхӑн ҫын хутшӑнчӗ.  

"Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхлӗ ҫемйи" фестиваль пирӗн республика нумай нациллӗ те туслӑ регион пулнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ. Йышлӑн пухӑннӑ хӑнасем маҫтӑрсем ирттерекен ӑсталӑх урокӗсене хутшӑнчӗҫ. Кам вӗтӗ шӑрҫапа капӑрлӑхсем тума, кам наци эрешӗсене тӗрлеме вӗренчӗ. Ҫавӑн пекех ал ӗҫ ӑстисем курав та йӗркеленӗ. Вӗсен йышӗнче - Роза Степанова. Хушпу, тухья, ҫуха, алка - тем те пур вӑл паллаштаракан ӗҫсем хушшинче.

Маҫтӑрасен ӗҫӗсемпе хӑнасем пыра-пыра кӑсӑкланчӗҫ. Халь тӗрлӗ ӑрури ҫынсем уявра кӑна мар, ахаль кунсенче те чӑваш тӗрри-эрешӗпе илемлетнӗ ҫи-пуҫпа, тенкӗ-шӑрҫапа ҫӳреҫҫӗ. Ҫакӑ ӑстасене савӑнтарать. 

Уявра тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа паллаштарчӗҫ. Халахсен пӗрлӗхӗн уявӗнче эрмен, мари, тутар, чӑваш юрри-ташши пулчӗ.

Пухӑннисене уявпа Чӑваш Патшалӑх Канашӗн тата Раҫҫейри халӑхсен ассамблейин регионти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов саламларӗ. Халӑхсене туслаштаракан ӗҫ-пуҫа йӗркелекенсемпе вӗсене хутшӑнакан хастарсене тав хучӗсем парса чысларӗ. Уяв 500 ытла тӗрлӗ наци ҫыннине пуҫтарчӗ. Пурте пӗрле алла-аллӑн тытӑнса ҫаврӑнчӗҫ - туслӑх карти йӗркелерӗҫ. Ҫак уяв тӗрлӗ нацисене кӑна мар, ачасемпе аслисене, тӗрлӗ професси ҫыннисене пӗрлештерет. Кунта вӗсем пӗр-пӗринпе паллашаҫҫӗ, тахҫанах курман тусӗсене тӗл пулаҫҫӗ. 

Уяв шучӗпе Раҫҫейри халӑхсен ассамблейин регионти уйрӑмӗн ларӑвӗ те иртрӗ. Унта тӗрлӗ нацин обществӑлла пӗрлешӗвӗсемпе халӑхсен культурине аталантарасси пирки калаҫрӗҫ. 

Алена Артемкина, Андрей Шоклев