Раҫҫей ҫарӗн хӑватне кӑтартакан курав

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене хавхалантарас тӗллевпе республика ҫыннисем тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ. Гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнипе пӗрлех, ыркӑмӑллӑх концерчӗсем ирттереҫҫӗ, ачасем ҫырусем ҫыраҫҫӗ. Алексей Павлов ӳнерҫӗ вара паттӑрсене халалласа "СВОими глазами" курав йӗркеленӗ. Экспозиципе Шупашкарти хальхи ӳнер центрӗнче паллашма пулать. 

Автор хӑйӗн ӳкерчӗкӗсем урлӑ салтаксен паттӑрлӑхне, Раҫҫей ҫарӗн хӑватне кӑтартать. Кунта танксемпе ҫар флотне, артиллерипе пехотӑна, авиацине сӑнланӑ, портретсем те пур. Куравра 30 ытла ӗҫ вырнаҫтарнӑ. Автор хӑй ҫапӑҫу хирӗнче пулман пулин те, унӑн ӳкерчӗкӗсем ҫар ҫыннисен патриотла ӗҫне туллин кӑтартса параҫҫӗ. Алексей Павлов пейзаж ӑсти пулнӑ май, кунта хӗвел аннӑ саманта, шуҫӑма, ҫуллахи ҫанталӑка, хӗллехи вӑрмана та курма пулать. 

Куравӑн тӗп тӗллевӗ - ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксем ҫӗршыв тӑнӑҫлӑхӗшӗн кӗрешнине кӑтартасси, ҫитӗнекен ӑрӑва вӗсен паттӑрлӑхӗпе ҫывӑхрах паллаштарасси. Экспозицие уҫма пухӑннисем те кунти ӗҫсен пӗлтерӗшӗ ҫав тери пысӑк пулнине палӑртрӗҫ. 

Ӗҫсемпе ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшчен паллашма пулать. Алексей Павлов ҫар темипе ҫыхӑннӑ ӳкерчӗксене малашне те калӑплас тӗллевлӗ. 

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова