Пурнӑҫа туйма вӗрентекен кӗнеке

Ҫак кунсенче ачасене хӑюллӑха вӗрентекен чӗретлӗ юмах кӗнеки кун ҫути курчӗ. Унӑн ячӗ "Кашкӑр ҫури Айвар". Ҫӗнӗ хайлава Чӑваш патшалӑх университетӗнче пахаларӗҫ.

Кӗнеке авторӗ - Елизавета Долгова-Пчелова кашкӑр ҫури урлӑ ҫамрӑк вулакана пурнӑҫа туйма вӗрентет. Юмахри сӑнар несӗлсен ӑс-хакӑлне ӑнланас шухӑшпа ҫӑмӑл мар ҫулҫӳреве тухать. Унта вара тӗрлӗ тумхаха тӗлпулать. Ҫавах та кашкӑр ҫури хӑй умӗнчи йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе паттӑрлӑх кӑтартать. Тӑван ҫӗрпе ҫывӑх чунсенчен хакли нимӗн те ҫуккине ӑнланать, вӗсене хӳтӗлеме пултарать. Ырӑ калав ачасемшӗн уйрӑмах паха. Ҫавӑнпа та ӑна 11 чӗлхепе куҫарса ҫырнӑ. Патриотла кӗнекене Елизавета Никандровна Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулне халалланӑ.

Алексей Енейкин