"Жемчужинки Чувашии" конкурс пултаруллӑ ачасене тупса палӑртма, вӗсене аталантарма пулӑшакан фестиваль. Ачасем юрлас, ташлас, музыка инструменчӗсемпе калас енӗпе тупӑшаҫҫӗ. Суйлав тапхӑрӗ пуш уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Тӳресем 14 муниципалитетри пин ытла ачан ӑсталӑхне хакланӑ. Ачасем Юрий Энтин, Григорий Гладков, Эдуард Ханок, Александр Шаганов паллӑ авторсен произведенийӗсене шӑрантарчӗҫ.
Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫамрӑксемпе паллашма, вӗсен пултарулӑхне хаклама Мускаври музыка искусствин халӑхсем хушшинчи академийӗн ректорӗ Ольга Попкова, 2014-мӗш ҫулта конкурсӑн Гран-прине ҫӗнсе илнӗ Ксения Гришина тата фестивале ирттерме пулӑшакан Сергей Бреус предприниматель килсе ҫитнӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе мала тухнӑ ачасем хӑйсен пултарулӑхне ҫӗршыв тата чикӗ леш енчи сценӑсем ҫинче кӑтартма пултараҫҫӗ.
"Жемчужинки Чувашии" конкурсӑн гала-концерчӗ ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑхӗнчи Чӑрӑшкассинчи пултарулӑх ҫуртӗнче иртет. Унта финала тухнӑ чи лайӑх номерсемпе паллаштарӗҫ, педагогсемпе конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов








