Пӗтӗм Раҫҫейрен тата чикӗ леш енчен ӗҫсем ярса панӑ

«Ырӑ тума васка". Ҫак ятпа ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен Элли Юрьев ячӗллӗ конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш халӑх художникӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чысларӗҫ.

Элли Юрьев "Ырӑ тума васка" девизпа пурӑннӑ. Ҫавӑнпа та конкурс ӗҫӗсенче ҫак шухӑша тӗпе хунӑ. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем халӑхсен туслӑхне сӑнланӑ. Ӳкерчӗксене "Сӑнарлӑ ӳнер" тата "Диплом ӗҫӗ" номинацисенче хакланӑ. Пултарулӑх тупӑшӑвне 5 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем хутшӑннӑ.

Ку конкурса 2001-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Унта хамӑр республикӑран, ытти регионсенчен кӑна мар, чикӗ леш енчен те ҫамрӑк ӑстасем хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвне Беларуҫ, Казахстан, Молдова ҫӗршывӗсенчен тата Раҫҫейри 39 регионтан 1400 ытла ӗҫ ярса панӑ. Ачасен пултарулӑхне сумлӑ тӳресем хак панӑ. Вӗсем конкурс шайӗ тата географийӗ ҫулран ҫул ӳссе пынине палӑртаҫҫӗ. 

Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ ӳсӗмри ушкӑнсенче палӑртнӑ. Пурӗ 160 ытла ҫамрӑк ӳнерҫӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ. Вӗсенчен ҫурри ытла - Чӑваш Енри ачисем. Чи лайӑх ӗҫсемпе Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче паллашма пулать.

Диана Сафонова, Игорь Ульянов