"Пехет" агромаркет хӑнасене кунсерен илӗртет 

"Пехет" агромаркет экологи тӗлӗшӗнчен таса продукци туянас кӑмӑллисене кӑна мар, пултаруллӑ, тӗрлӗ енлӗ аталанас тӗллевлӗ ачасене те хапӑл. "Каскад" суту-илӳ центрӗн аялти хутӗнче ҫемьесем валли ӑсталӑх урокӗсем ирттереҫҫӗ. 

Ӑмӑр та ҫумӑрлӑ кӗрхи ҫанталӑк - ҫӗнӗ ӑсталӑха алла илме ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Кӑмӑл-туйӑм ҫӗкленет, хамӑр алӑпа тунӑ илем чуна савӑнтарать. Агромаркет лапамне пухӑннӑ ачасен пӗр ушкӑнӗ акварель сӑррипе тӗрлӗ тӗслӗ ҫулҫӑсем ӳкерчӗ. Ӑстасем вӗренекенсене тӗспе ӗҫлеме, сӑрӑсене хутӑштарса хитре пейзажсем тума хӑнӑхтарчӗҫ. Тепӗр мастер-класс чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗ. Тӗрӗҫсем материала мӗнле суйламаллине каласа кӑтартрӗҫ, кашни меслет уйрӑмлӑхӗсене уҫӑмлатрӗҫ. Ачасем управҫӑ-салтак тутрисем эрешлерӗҫ. Йӑла тӑрӑх, ҫак пӗчӗк парнене салтака каякан яшсене панӑ. Кашни тӗрлӗрен, харпӑр хӑй йӑх паллиллӗ. Тӗрӗллӗ пусмара салтак тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлама, тӑван ҫӗре асра тытма, киле тӗрӗс-тӗкел таврӑнма сунни. 

Ашшӗ-амӑшӗ фермерсем сӗнекен паха продукци туяннӑ хушӑра ывӑл-хӗрӗ вӑхӑтне усӑллӑ та кӑсӑклӑ ирттерет. Ҫавӑнпа та канмалли кунсенче вӗсем валли ӑсталӑх урокӗсем йӗркелессине йӑлана кӗртесшӗн. Ачасем интерактивлӑ спектакльсене хутшӑнма пултарӗҫ, гримпа ӗҫлеме хӑнӑхӗҫ, карҫинкка е ытти хатӗр ӑсталама вӗренӗҫ.

Алиса Александрова, Александра Борисова, Виктор Степанов