Паян Раҫҫейре Православи кӗнекин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Ӑна Кирилл Святейши Патриарх сӗннипе пуҫарса янӑ. Пирӗн республикӑра ҫак куна халалланӑ уяв Наци библиотекинче иртрӗ. Ӑна Шупашкар епархийӗпе библиотекӑн «Радонеж» центрӗ йӗркелерӗҫ. 

Кӑҫал Тихон Святейши Патриарх ку тӗнчерен куҫса кайнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май, православи кӗнекин «Радонеж» центрӗ ӑна халалланӑ кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Уяв пуҫланиччен пурте унпа паллашма пултарчӗҫ. Пухӑннисем ҫавӑн пекех кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар епархине икӗ кунлӑха Патриархӑн ҫӗрмен ӳчен пайне илсе килессине пӗлчӗҫ. 

Пухӑннисене чи малтанах Апостолсемпе тан ҫветтуй Владимир князь ячӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарта лартнӑ аслӑ чиркӳ настоятелӗ, 3-мӗш округ благочиннӑйӗ Гурий (Данилов) архимандрит саламларӗ. «Пирӗн ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чух Турӑпа калаҫма вӗренмелле. Ҫакна валли кӗлӗ кӗнекисем пур. Евангели, псалтирь вуламалла, кӗл тумалла», - терӗ вӑл. 

Шупашкар епархийӗ халӑх патне пичет кӑларамӗсем ҫитерес енӗпе пысӑк ӗҫ туса пырать. Кварталта пӗрре «Бог и человек» (тӗп редакторӗ – Евгений Давыдов протоиерей), уйӑхра пӗрре чӑвашла «Ырӑ хыпар» (тӗп редакторӗ – Вера Савельева журналист) журналсем, Виҫ Ипостаҫлӗ Таса Турӑ ячӗпе Шупашкарта никӗсленӗ арҫынсен мӑнастирӗ ҫумӗнчи общество канашӗн вӑйӗпе «Троица» альманах (тӗп редакторӗ – педагогика наукисен кандидачӗ Ольга Сергеева) тухса тӑраҫҫӗ. Журналсене тата альманаха кӑларакансем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. 

Унсӑр пуҫне тӑтӑшах ҫӗнӗ кӗнекесем кун ҫути кураҫҫӗ. Ҫак кунсенче Чӑн Таса Турӑ Амӑшӗн «Пуринӗн те Патши» (Всецарица) акафисчӗ пичетленсе тухнӑ. Шупашкар тата Чӑваш епархийӗн кӗнекесем кӑларас енӗпе ӗҫлекен комиссийӗ сӗннипе, Савватий митрополит пиллӗхӗпе акафиста вырӑсларан чӑвашла тӗлӗнмелле хӑватсем тӑвакан ҫветтуй Николай ячӗпе Ишек салинче лартнӑ чиркӳ настоятелӗ Владимир Кузнецов протоиерей куҫарнӑ. 

Православи кӗнекин кунне пухӑннисем тата тепӗр кӗнекепе те паллашма пултарчӗҫ. Авторӗ – истори наукисен кандидачӗ Федор Козлов. Монографи Шемшер чиркӗвӗн 1920-1940 ҫулсенчи историйӗпе паллаштарать. Кӗнеке ҫинчен Турӑ Амӑшӗ ҫывӑрса кайнӑ ятпа Шемшерте лартнӑ чиркӳ настоятелӗ Илия Лебедев иерей каласа пачӗ. 

Кӑҫал Савватий митрополит епископа кӗнӗренпе 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май «Ӗненӳсӗр пурнӑҫ пушӑ» кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Унта владыка 2020-2024 ҫулсенче чиркÿсенче кĕлĕ ирттернĕ хыççăн вĕрентсе каланă сăмахсем кĕнĕ. Литература редакторӗ, Шупашкар епархийӗн пресс-службин ертӳҫи Зинаида Паршагина кӗнекене мӗнле пухса хатӗрлени, ӑна кӑларма Чӑваш Енри православи хӗрарамӗсен пӗрлӗхӗ тата чиркӗве ҫӳрекенсем укҫа хывни ҫинчен каласа пачӗ. Пулӑшуҫӑсене митрополи пуҫлӑхӗ алӑ пусса пичет лартнӑ кӗнекесене парнелерӗҫ. 

Савватий митрополит православи кӗнекин «Радонеж» центрне валли те сумлӑ парне – вулакансем юратакан авторӑн Ирина Богданован кӗнекисен пуххине – парса янӑ. «Радонеж» центр ертӳҫи Татьяна Никитина парнесене тав туса йышӑнчӗ.

Уяв каҫӗ вӗҫленнӗ май «Радонеж» центр ҫумӗнчи «Сретение» клуба ҫӳрекен Ольга Паршагинӑпа Анатолий Семёнов пухӑннисене юрласа савӑнтарчӗҫ. Ун хыҫҫӑн пурте пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерчӗҫ. 

 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова