Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Турханта Алексей Кокель ҫуралнӑранпа 146 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ

Вӑл - чӑвашсен пӗрремӗш академи пӗлӗвӗллӗ художник, Чӑваш Енре професси шайӗнче ӳкерес ӑсталӑха никӗслекен. Сумлӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ кун ячӗпе хальхинче ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерчӗҫ. 

Турхан - ватӑ ял. Кунта пӗлӳ ҫурчӗ 187 ҫул ӗҫлет. Шкула нумай пулмасть тӗпрен юсаса хӑтлӑлатнӑ. Хӑнасене чи малтан кунта кӗтсе илме палӑртнӑ: коридорта Алексей Кокель ячӗпе 20 ҫула яхӑн ҫулласерен пленэра пуҫтарӑнакан художниксем парнелесе хӑварнӑ ӗҫсенчен йӗркеленӗ картина галерейи пур. Ӑна 8 ҫул каялла уҫнӑ. Шупашкартан, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен, чикӗ леш енчен килсе ӗҫленӗ ӳнерҫӗсен пирӗ ҫинче - Алексей Кокелӗн ентешӗсем, ӑна ҫитӗнтернӗ ҫӗрӗн илемӗ. Халӑхсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцине вара Турхан ятне тӗнчене кӑларнӑ ӳнерҫӗн ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑнтарнӑ.

Патӑрьел тӑрӑхӗнче авалтан тӑватӑ халӑх ывӑл-хӗрӗ тӑванла килӗштерсе пурӑнать. Чӑвашсем, вырӑссем, мишерсем, ирҫесем пӗр-пӗрин чӗлхине, юрри-ташшине пӗлни вӗсене тата та ҫывӑхлатать. Конференцие те Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн, Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.

Инҫетрен килнӗ хӑнасем чи малтан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсен сӑн ӳкерчӗкӗсем умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Шкул ачисем вӗсене музей кӗтесӗнчи экспонатсемпе паллаштарчӗҫ. Картина галерейинчи ӗҫсене кӑтартнӑ чухне ӑсчахсем "кун пек пуян шкул ниҫта та курман" терӗҫ. Ҫамрӑк экскурсоводсем ялтан тухнӑ чаплӑ ҫынсем ҫинчен те каласа пачӗҫ. Чи малта, паллах ӗнтӗ - Алексей Афанасьевич Кокелӗн сӑн ӳкерчӗкӗ. Ялта ӳнерҫӗн музейӗ те пурри савӑнтарать. Ӑна 1980-мӗш ҫулта уҫнӑ, 6 ҫул каялла художник ҫуралнӑ ҫурт вырӑнне куҫарнӑ. Питӗрти ӳнер академине 114 ҫул каялла "5" паллӑсемпе пӗтернӗ ентешӗмӗрӗн хайлавӗсене, ӗҫ хатӗрӗсене курма пулать кунта.

Конференцире Алексей Кокелӗн тата 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Петербургри ӳнер академийӗнчен вӗренсе тухнисен пултарулӑхӗ наци ӳнер шкулӗсен аталанӑвне мӗнле витӗм кӳни ҫинчен калаҫрӗҫ. Унта онлайн мелӗпе чикӗ леш енчи тӗпчевҫӗсем те хутшӑнчӗҫ. Алексей Кокелӗн вӗренекенӗсем тӗнчипех саланнӑ, хальхи ҫамрӑк ӑру та унӑн ячӗ мӑнаҫлантарнипе Турханти ӳнер шкулӗнче илемлӗ ӳкерме хӑнӑхать. Хисеплӗ художниксем вӗсем валли маҫтӑрлӑх сехечӗ ирттерчӗҫ. Культура ҫуртӗнче вара ял халӑхӗпе пӗрле 2005-мӗш ҫулта Кокелӗн кун-ҫулӗ ҫинчен ӳкернӗ фильма пӑхрӗҫ. Уяв туслӑх концерчӗпе вӗҫленчӗ.

Марина Карягина, Олег Цыпленков