Патӑрьел тӑрӑхӗнче Леонид Лялькин педагогӑн тата сӑвӑҫӑн ҫӗнӗ кӗнекине пахаларӗҫ

Пӗр ҫыннӑн - нумай енлӗ пултарулӑх: ӗмӗрне шкулта ачасене вӗрентсе, унтан чиркӳре ӗҫлесе ирттернӗ Леонид Лялькин пирӗн телерадиокомпанин ылтӑн фондӗнче юлмалӑх юрӑсем кӗвӗленӗ, хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗршыври педагогсен конференцине хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ, унӑн 500 ытла сӑвви юлнӑ. Нумай пулмасть ентешӗсем ҫине тӑнипе унӑн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Ӑна тӑван ялӗнче пахаларӗҫ.

Хӑйӗн ӗмӗрне ытла та сӑпайлӑн пурӑнса ирттернӗ Леонид Лялькинӑн еткерне пухса ятне ҫӗклесси Тӑрӑнта Илья Николаевич Ульянов шкул уҫнӑранпа 150 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленнӗ тапхӑрта пуҫланнӑ. Ольга Паймукова педагог хӑйӗн "Ӑрусен татӑлми ҫыхӑнӑвӗ" тӗпчев ӗҫне нумай ҫынна хутшӑнтарнӑ. 

Сӑввисемпе статйисене тӗрлӗ хаҫатра "Леонид Ҫилкас" хушма ятпа пичетленӗ Лялькин - вӑрҫӑ ачи, 1936-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл пиртен 4 ҫул каялла уйрӑлса кайрӗ. Унӑн ашшӗ те вӗрентекен пулнӑ, ывӑлӗ пиллӗк тултараспа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тухнӑ, вӑл унтан таврӑнайман. Ир ҫурма тӑлӑха юлнӑ ача 1950-1954 ҫулсенче Патӑрьелти Иван Яковлев ячӗллӗ педагогика училищинче, каярах куҫӑмсӑр майпа Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Вӗренекенӗсем ӑна юратса аса илеҫҫӗ.

Нумай енлӗ пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерекен сӑвӑҫа, композитора, дирижёра, ӳнерҫе таврари ял ҫыннисем аван астӑваҫҫӗ-ха, асӑну каҫӗнче ҫӗнӗ кӗнекине пахаланӑ май пурин те ыттисене каласа памалли пурах.

Лялькинсен тарӑн тымарлӑ йӑхӗнчен пултаруллӑ ҫынсем татах та тухнӑ: сӑвӑҫсемпе педагогсем те, физик-ӑсчах та пур. Хӑшӗсем кӗнеке хӑтлавне те килчӗҫ.

Поэтӑн кӗнекинче - вӗрентекенӗн сӑваплӑ ӗҫне, тӑван ҫӗршывпа унӑн мухтавлӑ, ӗҫчен ҫыннисене халалланӑ сӑвӑсемпе поэмӑсем. Патӑрьелти пӗрремӗш шкулта вӗренекен ҫамрӑк артистсем вӗсене илемлӗн вуларӗҫ.

Леонид Лялькинӑн "Аса ил эс мана..." сӑвӑ пуххи ҫывӑх вӑхӑтра шкул библиотекисене ҫитмелле.

Марина Карягина, Вадим Владимиров