Пирӗн пин ҫул каяллахи асаттесем пӗрле пулма тупа туса йӗркеленӗ патшалӑха халалласа чӑваш ҫӗрӗнче халичен нихӑҫан та кун евӗр курав ирттермен. Историе аса илсе халӑха кӑтартмалли вара сахал мар. Наци музейӗн фондӗнче чылай археологи пурлӑхӗ упранать. Нумайӑшӗ пирӗн несӗлсен аваллӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Тӗрлӗрен савӑт-сапа, пӑхӑртан ӑсталанӑ капӑрлӑхсем, хӗҫ-пӑшал тата ытти те.
Ҫак пурлӑх йышӗнче гуманитари институчӗн археологӗсем шыраса тупнӑ паха материалсем те пур. Вӗсем ҫинче пирӗн авалхи несӗлсен ҫырулӑхӗ те аван палӑрать. Тӗрлӗрен эрешлӗ йӑх паллисенчен пуҫласа карт ҫырӑвӗн пайӗсем таранах асӑрхама пулать. Куравӑн чи сумлӑ вырӑнӗчне вара - хунсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ Аттила йышӑнать. Историллӗ реконструкцие иртнӗ ҫул Геннадий Максимов реставратор тунӑ. Ӑслӑлӑх каншлуҫи - Владимир Алмантай ӑсчах пулнӑ.
Аттила ячӗ юмах-халапсенче те сахал мар сыхланса юлнӑ. Ҫавӑнпа та ун тавра халӗ те чылай тавлашу пырать. Ӑсчахсем вара паян истори чӑнлӑхӗсем ҫине тайӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Аттилӑна Венгри ҫӗрӗнче пытарнине шута илсе Европӑри ҫыхӑнусене ҫирӗплетме тӑрӑшаҫҫӗ.
Аттилӑна халалланӑ ҫакӑн евӗр реконструкци те халиччен пӗртен-пӗрре Венгрире кӑна пулнӑ. Ку вара - иккӗмӗш кӳлепе. Геннадий Максимов ӑна чи малтанхи ҫӑлкуҫсене шӗкӗлчесе истори тӗлӗшӗнчен ӗнентерӳллӗ тума тӑрӑшнӑ. Халӗ вӑл вӑхӑтӗнче хунсен йышне кӗнӗ тӗрлӗ халӑха пӗрлештерекен туслӑх символӗ пулса тӑчӗ.
9-мӗш ӗмӗрте йӗркеленнӗ патшалӑхра тепӗр 3 ӗмӗртен каллех пӑтрану пуҫланнӑ. Малтанах монкӑлсен Чингисхан ҫарӗ, унтан Ухсах Тимур кунти халӑхсене ислам тӗнне йышӑнтарассишӗн хӗҫпе касма тытӑннӑ, патшалӑх та кӗҫех арканнӑ. Ҫапла, пирӗн сӑвар ятпа пурӑннӑ несӗлсене те 16-мӗш ӗмӗрте чӑваш теме пуҫланӑ. Унтанпа 475 ҫул эпир вырӑс патшалӑхӗ йышӗнче пурӑнатпӑр. 18-мӗш ӗмӗрте чӑвашсем православи тӗнне йышӑннӑ. Ҫавах та малтанхи вӑхӑтра нумайӑшӗ авалхи несӗлсен сартӑш тӗннех уяса пурӑннӑ. Ҫакна куравра кӑтартнӑ вил тӑпри ҫинчи юпасем ҫирӗплетеҫҫӗ. Сӑмах май, сартӑш тӗнӗ 2 пин ҫул каялла православи аталанӑвне витӗм кӳнӗ. Несӗлсен патшалӑхӗ ҫапла витӗмлӗ те пуян пулнине ҫак суту-илӳ кӗтесӗ кӑтартать. Вӑл, паллах, "Пурҫӑн ҫулӗпе" те ҫыхӑннӑ. Ҫавӑн пекех курава Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче усӑ курнӑ костюмсем те илемлетеҫҫӗ.
Курава Федорпа Дмитрий Мадуровсем хатӗрленӗ ӳкерчӗкпе скульптура та илемлетеҫҫӗ. Ҫак паха ӗҫсемпе куракансем Наци музейӗнче ҫу каҫичченех паллашма пултараҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Игорь Ульянов.