Наци музыкипе тата балечӗпе киленмелли каҫсем

Оперӑпа балет театрӗнче чӑваш музыкин фестивалӗ пырать. Йӑлана кӗнӗ уяв "Шывармань" оперӑпа пуҫланчӗ. 

Ку вӑл - пӗрремӗш чӑваш опери. Унӑн премьеринчен 1960-мӗш ҫулта театр историйӗ пуҫланса кайнӑ. Хальхи постановкӑна вара 2010-мӗш ҫулта Максим Жучин режиссер лартнӑ. Вӑл оперӑна чылай ҫӗнетнӗ. Спектакль республикӑри "Чӗнтӗрлӗ чаршав" конкурсра та ҫӗнтернӗ. Тӗп рольсенчен пӗринче - Надежда Степанова. Спектакльте ҫавӑн пекех паллӑ сцена ӑстисем юрлаҫҫӗ: Чӑваш халӑх артисчӗ Маргарита Финогентова, Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Михаил Мокшановпа Татьяна Тойбахтина, тӗрлӗ конкурс лауреачӗсем Иван Николаевпа Василий Николаев тата ыттисем те. 

Чӑваш наци культурипе паллашас текенсен вӑхӑт пур-ха. Ыран фестиваль программинче "Нарспи" опера. Вырсарни кун вара чаплӑ пӗтӗмлетӳ концерчӗ. 

Надежда Александрова, Святослав Петров