Праски Витти пурӑннӑ чухне музей художникран паха картина илсе юлма ӗлкӗрнӗ. Пир ҫинчи илем ӗмӗрлӗх шанчӑклӑ управра пулӗ. Тутарсен эрешленӗ наци ҫи-пуҫӗ, чӑваш кӗпи, таса-тирпейлӗ, ҫӗнӗ пекех упранса юлнӑ сӑхман, 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнчи ал шӑллисем. Кӑҫал акцие этнографи темипе ҫыхӑнтарас тенӗ. Ҫавӑнпа парне тӑвас кӑмӑллисене кил-хуҫалӑхри япаласем, савӑт-сапа, ытти хатӗр йышӑнасса пӗлтернӗ. Чӑвашсенне кӑна мар, республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑхпа паллаштараканнине. Тӑванӗсем Михаил Харитонов ӳнерҫӗн 37 картинине, фотоаппаратне, сӑн ӳкерчӗкӗсене музей фондне панӑ.
Хальлӗхе коллекци курав йӗркелемелӗх пухӑнса ҫитмен. Ҫавӑнпа та парнесен пӗчӗк пайне кӑна курма пулать. Уйӑхра пуҫтарӑннӑ тупран чи кӑсӑклӑ япалисене вӑхӑтлӑх хӑнасене паллаштарма кӑларнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн Вячеслав Илларионович Илларионовӑн докуменчӗсен пуххи те музейшӑн хаклӑ. Кунтах - фронтовик вӑрҫӑ хирӗнчен янӑ виҫкӗтеслӗ ҫырусем. Валентина Минеева ӑста ӗҫленӗ пиҫиххи тумалли станок та малашне музейра упранӗ. Чи кӑсӑклӑ, сайра тӗл пулакан экспонат парнеленисене музея ҫӳремелли йыхрав хучӗ парса тав турӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Ҫуралнӑ кун уявланӑ май музей ӗҫне-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ.
Чӑваш наци музейӗн кун-ҫулне ҫутатнӑшӑн журналистсене те чысларӗҫ. Вӑл шутра пирӗн телерадиокомпанире тӑрӑшакансене те. Йӑлана кӗнӗ акци вара малаллах пырать. Ҫулталӑк тӑршшӗпех специалистсем музей фондне пуянлатас текенсенчен парнесем йышӑнӗҫ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов
